Чун хавалне çухатман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:53 Просмотров: 738

Вăрнарта пурăнакан Александра Григорьевна Ластухина 90 çула çывхарса пырать. Пурнă-çĕнче терт-нушине сахал мар курма тивнĕ пулин те чун хавалне çухатман.

Александра аппа Кив Мĕлĕшре нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Ачалăхри чылай саманта куç умне кăларса çапла каласа пачĕ вăл: «Вунă çула çитичченех эпир колхоз ĕçне явăçнă. Çум çумланă, махорка лартса çитĕнтеретчĕç те, ăна та шăварма çÿренĕ. Ахаль ларман, чылай ĕçе кÿлĕнтернĕ пире атте-анне. Çавăнпа та пуль эпир чунпа та, кĕлеткепе те çирĕпленнĕ».

Мĕн пĕчĕкренех ал ĕçĕ енне туртăннă. Вăрçă вăхăтĕнче алсиш-нуски çыхса фронта мĕн чухлĕ ăсатман пулĕ вăл. Çак ĕçе ăна никам та вĕрентмен. Амăшĕ, Евдокия Андреевна, хĕрĕн ырă туртăмне ырланă çеç.

Вăрçă пуçлансанах ашшĕне фронта илсе кайнă. 1942 çулхи юпа уйăхĕнче ырă мар хыпар çитнĕ – Григорий Осипович нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуçне хунă. Пысăк хуйха кĕрсе ÿкнĕ Ластухинсен çемйи. Амăшĕ, Евдокия Андреевна, тем пек йывăр пулсан та хуçăлса ÿкмен, пилĕк ачине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратма тăрăшнă.

«Пĕтĕм йывăрлăхĕ, паллах, анне çине тиеннĕ. Эпир ытлашши мĕнех ăнланнă-ши; Пире выçă лартас мар тесе ĕне тытнă, колхоз ĕçне хутшăннă. Анне нихăçан та пысăк çухату тÿснине кăтартман. Вăрттăн ларса йĕнĕ пулĕ. Халĕ, çулсем иртсен, çакăн пек шухăшсем пырса кĕреççĕ», – пĕлтерчĕ Александра аппа çав вăхăта куç умне кăларса.

Александра Григорьевна шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă, унта хурт-хăмăр ăстине вĕренме тытăннă. Анчах çуркуннехи ейÿре Çавал урлă каçма май пулманран ĕмĕчĕ татăлнă. 1946 çулта хĕре Вăрнара трактористсен курсĕсене янă. Çур çул вĕреннĕ хыççăн ĕçе кÿлĕннĕ. Пăртас тăрăхĕнчи Волонтер ялĕн уйĕсенче 4 çул трактористра тăрăшнă.

Хăйĕн шăпине вăл Пăртас тăрăхĕнчех тупнă. Пĕнер Айкăш ялĕнчи пĕр кинеми килĕнче пурăнса унăн салтакри тăванĕпе паллашса çемье çавăрнă. Малтан çыру çÿретнĕ çамрăксем, каярахпа тĕл пулнă та пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Константин Дмитриевич Дмитриевпа пĕрлешсен Вăрнара куçса килнĕ.

Александра Григорьевна районти тĕп больницăра дезинфекторта тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, пуçлăхсенчен ырă сăмах çеç илтнĕ, пĕрле ĕçлекенсем хушшинче хисепе тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе 3 ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Мăшăрĕ Константин Дмитриевич шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, чире пула 57 çултах çĕре кĕнĕ. Шел пулин те, кинемин кĕçĕн хĕрĕпе ывăлĕн пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлнă. Хальхи вăхăтра Елена хĕрĕ çеç сывă. Вăл Мускавран таврăнса тăван амăшне пăхса пурăнать.

Александра Григорьевна ал ĕç тума юратнине маларах асăнтăм ĕнтĕ. Кавир те тĕрлеме ăста пулнă вăл. Тивĕçлĕ канăва та вăхăт çитсенех тухнă: кавир тĕрлесе пĕтерме тĕллев лартнă-çке. Вĕсем халĕ ун хваттерне илем кÿреççĕ.

Александра Григорьевна мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе час-часах интересленет, çакă ăна малалла пурăнма вăй-хăват хушать. Хаçат-журнал вулама юратать, телевизор пăхса тĕнчери лару-тăрупа паллашать. Тăван йăмăкĕпе те час-часах телефонпа калаçать. «Вăрăм ĕмĕр парнелерĕ мана пурнăç. Анне 92 çул пурăнчĕ. Ун çулне çитесчĕ-ха, пурнăçăн кашни саманчĕпе киленсе юласчĕ», – тет 89 çулхи кинеми.

Елена АНИСИМОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика