Пулăхлă тăпра – чăн тупра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:53 Просмотров: 1006

Хĕвелтухăç халăхĕсен çакăн пек ваттисен сăмахĕ пур: ăсли тырпул çитĕнтерет, нумай çул пурăнса пысăк ăс-хакăл пухни тăпра пулăхне лайăхлатать.

Çĕр пулăхĕ мĕнле пулнине гумус – çĕрĕк тăпри – кăтартать. Гумус ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх юлашкийĕсем çĕрнипе пулать. Тăпран чи çÿлти сийĕнче гумус уйрăмах нумай. Ученăйсем шутланă тăрăх, çĕрĕк тăпри 1 см тарăнăш пуçтарăнтăр тесен 100 çул кирлĕ.

Гумус – тĕттĕм хăмăр тĕслĕ. Унăн шайĕ 1–2 процент пулсан тăпра начар пулăхлă шутланать, 2–5 процент-тăк – вăтам, 5 процентран пысăкрах – питĕ пулăхлă.

Вăрнар районĕпе илсен, кăтартусем çапларах: сăрă-вăрман тăпринче гумус саппасĕ – 3,5 процентран тытăнса 7 процента çити. Танлаштарса пăхма: хура тăпраллă тăрăхра – Тамбов облаçĕнче гумус шайĕ – 10–12 процент енне.

Юлашки çулсенче хăшпĕр тăрăхра ял хуçалăх ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса пыманран çĕрĕк тăпри сахалланнине палăртмалла.

Тăпра пулăхĕ япăхланнăшăн çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисене тата арендаторĕсене 1998 çулхи 101-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.

Тăпра пулăхне ÿстерес тесен чи малтанах органика, минерал удобренийĕсене çителĕклĕ хывмалла, улăма вĕтетсе хăвармалла, сидераллă культурăсем акмалла. Çĕртен тухăç илтĕн пулсан унăн пулăхне пуянлатма манмалла мар. Çĕр ĕçĕнче çакăн пек йĕрке пур. Ăна «тавăру саккунĕ» теççĕ.

Районта пусă çаврăнăшĕнче сидераллă культурăсем – горчица, рапс, илепер курăкĕ (донник) – усă куракан хуçалăхсем сахал мар. Вĕсем – «Луч», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Победа» кооперативсем, «Санары» агрофирма тата ыттисем.

Тăпра пулăхне лайăхлатма пулăшакан мелсенчен пĕри – гумин кислоти пур препаратсемпе усă курни. Тĕслĕхрен, Гумат +7А. Çак удобрение пула ырă мар çанталăк условийĕсенче те лайăх тухăç илме пулать. Гумат +7А препарата вăрлăх им-çамĕпе пĕрле бакра хутăш туса усă курма меллĕ. Кунсăр пуçне ку удобренипе тырă калчисене апатлантарсан вĕсем хăвăртрах çитĕнеççĕ.

Илпек çĕр – пуянлăх. Тăпра пулăхне лайăхлатассипе тĕллевлĕ тăрăшни тупăшлăха ÿстерме пулăшĕ.

Ыйтусем пулсан Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмне 2-54-54 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика