ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çĕрпе çыхăнтармалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019 10:54 Просмотров: 174

Капиталлă строительство объектне çĕр лаптăкĕпе «çыхăнтарни» – объектăн чăн вырăнне палăртни.

Куçман пурлăх объекчĕсен çыхăнăвĕ пирки ыйтусем ытларах ипотека илнĕ, çурт патне газ е шыв илсе пынă, ăна хута яма ирĕк илнĕ чухне палăраççĕ, ытти организацире кирлĕ пулаççĕ.

Объекта çĕр лаптăкĕпе çыхăнтарман пулсан йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Сăмахран, çурт çĕр лаптăкĕн чиккинчен тухса кайнă. Ку çĕр саккунне пăсни шутланать, уншăн штраф хума та пултараççĕ.

«Проблемăллă лару-тăрăва лекес мар тесен куçман пурлăх реестрĕнче çурт çĕр лаптăкĕпе çыхăнни-çыхăнманнине тĕрĕслемелле. Çук пулсан кадастр инженерне чĕнсе техника планне хатĕрлемелле. Вăл çĕр лаптăкĕн чиккисене те палăртма пулăшĕ», – пĕлтерет Росреестр управленийĕн пай пуçлăхĕ Надежда Яковлева.

Куçман пурлăх объекчĕн харпăрлăхçисен ку ыйтупа заявление МФЦ-ра çырмалла.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ