Вăрмансене хÿтĕлер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019, 10:15 Просмотров: 393

Çуркунне çитнĕçемĕн вăрмансенче вут-çулăм алхасас хăрушлăх ÿсет. Пушарсен сăлтавĕсем, тĕпрен илсен, çынпа çыхăннă:

– вăрмансем çывăхĕнчи çĕр пайĕсем çинче типĕ курăкпа хăмăла çунтарни;

– лăсăллă çамрăк вăрмансенче, йывăç каснă хыççăн тасатман тата курăк типнĕ вырăнсенче, йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртни;

– вăрмансене йăла, строительство тата ытти каяшсемпе çÿп-çап тултарни, чукун çулпа автоçулсем çумĕнчи тăрăхсене хăрăк йывăçсенчен тасатманни; çĕре сухаласа уçланкăран уйăрманни.

Раççей Правительствин 2007 çулхи йышăнăвĕпе палăртнă Пушар хăрушсăрлăх правилисемпе килĕшÿллĕн, юр кайнă вăхăтран пуçласа кĕрхи çумăрлă çанталăк çирĕплениччен лăсăллă çамрăк вăрмансенче, çуннă лаптăксенче, йывăç каснă хыççăн тасатман тата типĕ курăклă вырăнсенче, йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртме юрамасть.

Ытти вырăнсенче пушара хирĕçле çур метр сарлакăш тăрăхпа уйăрнă лаптăксенче кăна кăвайт хума ирĕк пур. Анчах ăна кайран çĕрпе тĕплĕ сапса хупламалла е тĕлкĕшме пăрахиччен шывпа сÿнтермелле.

2016 çулхи августăн 18-мĕшĕнчен Пушар хăрушсăрлăх правилисене улшăнусем кĕнĕ. Вăрман çумĕнчи территорисен харпăрлăхçисен е вĕсемпе усă куракансен вăрман çывăхĕнчи 10 метртан кая мар сарлакăшлă тăрăха типĕ курăкпа хыт-хураран, хăмăлтан, хăрăк-туратран, йывăç каснин юлашкийĕсенчен е çунакан ытти материалтан тасатмалла. Е вăрмана çур метртан кая мар сарлакăш сухаланă тăрăхпа е ытти пушара хирĕçле картлавпа уйăрмалла. Ку тивĕçе юр кайнă хыççăн пуçласа кĕрхи çанталăк хуçаланма тытăниччен е юр ларичченех пурнăçламалла.

РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 8.32-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн асăрхаттару е административлă штраф кĕтет.

Штраф виçи граждансемшĕн – 1,5–3 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн – 10–20 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсемшĕн – 50–200 пин тенкĕ.

Кунсăр пуçне Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе пушара хирĕçле уйрăм йĕрке те кĕртеççĕ. Ку тапхăрта вăрмансенче кăвайт чĕртме тата çулăм-кăвар çинче апат хатĕрлеме чараççĕ. Уйрăм йĕркере пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн штрафсем пысăкрах, граждансемшĕн – 4–5 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн – 20– 40 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсемшĕн – 300–500 пин тенкĕ.

Вăрманта вут-çулăм тивсе илнине асăрхасан лесничествăна 8(83537)2-55-70, 2-51-37 номерсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр.

Вăрнар лесничестви.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика