ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Тимлĕхре – çивĕч ыйту

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019 10:15 Просмотров: 116

Ытларикун районта ĕçлĕ визитпа чрез-вычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен пат-шалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пулнă. Вăл инкеклĕ лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ĕçлекен комиссин ларăвне хутшăннă.

Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, юлашки икĕ çулта республикăра, шел те, вут-çулăм инкекĕсен ÿсĕмĕ сыхланса юлнă. Пĕлтĕр кăна «хĕрлĕ автан» 929 хутчен алхаснă, 78 çын пурнăçне вăхăтсăр татнă. Синкерсен тĕп сăлтавĕсем те улшăнмаççĕ, çулăмпа асăрханусăр пулни, кăмакасене тĕрĕс мар вырнаçтарни тата усă курни, электрооборудование хăрушсăрлăха уямасăр ĕçлеттерни. «Республикăра кашни виççĕмĕш пушар электрооборудованирен, кашни тăваттăмĕшĕ çулăмпа усă курнă чух тимлĕх çинчен маннăран, кашни пиллĕкмĕшĕ мунча кăмакисенчен тухать», – статистика даннăйĕсене илсе кăтартнă ГКЧС председателĕ.

Вăрнар районĕнче, республикăрипе танлаштарсан, юлашки çулсенчи кăтартусем аванрах. Пушарсен шучĕ чакса пынă. Анчах кăçалхи лару-тăру пăшăрхану çуратать. Çулталăк пуçламăшĕнчех – 15 пушар, çулăмра 4 çын вилнĕ. Çакă пурне те сисчĕвлентерме кирлине, хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе хушма мерăсем йышăнмаллине палăртнă Вениамин Петров. Çурхи-çуллахи тапхăрта, япăх йăлана кĕнĕ тăрăх, хăрушлăх пушшех ÿсни те тимлĕхе вăйлатма хистет. Вăрманти пушарсене хирĕç тăрассине уйрăм тĕрĕслевре тытмалла. Вĕсене кăларакан сăлтавсене – типĕ курăка, хыт-хурана тĕлли-паллисĕр çунтарнине – асăрхаттарасси чи пĕлтерĕшли. Çавăнпа та В.Петров поселенисен пуçлăхĕсене халăх хушшинче пушар хăрушсăрлăх правилисен ыйтăвне пĕрмаях хускатмаллине, вĕсене ăнлантармаллине каланă. Профилактика мероприятийĕсем чылай инкеке асăрхаттарма пулăшнине çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ