ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Аслисен яваплăрах пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019 10:16 Просмотров: 64

Пушарсем тĕлĕшпе кăçал, чăнах та, ра-йон лайăх шутра мар. Иртнĕ эрнере, акă, инкексен хисепне тата тепре хушăннă. Вут-çулăм Санарпуç ялĕнче шар кăтартнă, пĕр хуçалăхра йывăç мунча çуннă.

Çăлавçăсен çуртпа хуралтăсем тивсе илессине асăрхаттарма май килнĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем инкек сăлтавĕ, ытти чылай тĕслĕхри пекех, хăрушсăрлăх нормисене кирлĕ пек пăхăнманни тесе палăртаççĕ.

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкарта пулнă синкер вара республикипе шăв-шав çĕклерĕ. Амăшĕн çăмăлттайлăхне, явапсăрлăхне пула çулăм икĕ ачан пурнăçне татнă. Хĕрĕ пиллĕк кăна-ха тултарнă, шăллĕ икке те çитеймен. Амăшĕ вĕсене хваттерте хупса хăварнă та хăй чылайлăха тухса кайнă. Пĕчĕкскерсен аллине шăрпăк лекнĕ – ачасем сĕрĕмпе наркăмăшланса вилнĕ. Çакнашкал инкек Çĕнĕ Шупашкартах ку ытларикун та тухма пултарнă. Ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр килте саккăрти тата çулталăкри ывăлĕсем юлнă. Асли шăрпăк тупса çулăм чĕртнĕ, анчах ăна хăй тĕллĕн путлантарайман. Юрать, ача макăрнине кÿрши илтнĕ, вĕсене тĕтĕмпе тулнă хваттертен кăларма пултарнă.  

Ачасем çулăмпа ашкăннине пула республикăра кăçал 6 пушар çырăннă. Пĕри – хамăр районта. МЧС-ăн республикăри сотрудникĕсем çакăн евĕр инкексем аслисен айăпĕпе тухнине уйрăммăн палăртаççĕ. Тĕп сăлтавĕ – пĕчĕкскерсене пĕччен хăварни, шăрпăк-зажигалка вĕсен ал айĕнче пулни.

Тĕрĕссипе, пĕчĕк ачасене нихăçан та килте асăрхавсăр хăварма юрамасть. Уйрăмах – хупă кил-çуртра. Пушар тухас-тăк, вĕсен çăлăнма нимĕнле май та пулмасть. Ачасем хăрушă лару-тăрура хăйсене тытма пĕлменни те япăх. Вĕсем кравать, сĕтел айĕнче çăлăнăç шыраççĕ, ăçта та пулин пытанма хăтланаççĕ. Çавăнпа та пĕчĕккисене чи малтанах çулăм хăрушлăхне ăнлантармалла, çухалса каймасăр пулăшу чĕнме вĕрентмелле. Васкавлă пулăшу-çăлав службисен телефон номерĕсене пĕлни те кирлĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ