Ыранхи пирки те шутласчĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019, 10:16 Просмотров: 470

Пысăкăшне курах ĕнтĕ çуралса ÿснĕ тăван ял ятне те Мăньял Хапăс тесе панă. Эпĕ ача чухне кунта виççĕре яхăн кил-çурт пулнă. Çемьесенче вăтамран пилĕкшер ача çитĕннĕ. Вăхăт-вăхăт туй кĕрлетчĕ, тутăрсемпе илемлетнĕ лашасемпе ял-йыш саркаланса юрлакан каччăсене салтака ăсататчĕ.

Çуллахи вăхăтра урам хушшинче лаша ураписем йĕрленĕ çулăн икĕ енĕпе кавир евĕр сип-симĕс курăк ешеретчĕ. Хĕллехи вăхăтра Сăнар тата Тукас тăвайккисенче çунашкапа тата йĕлтĕрпе ярăнакан ача-пăча кăткă тĕмĕнчи пек хĕвĕшетчĕ.

Сакăрвуннă урлă каçрăм ĕнтĕ. Çак тапхăрта, эпĕ астăвасса, ялтан пине яхăн çын Салука вăрманĕ хĕрринчи масара ăсанчĕ. Вĕсем хушшинче пĕрле ÿснĕ хĕрĕхе яхăн тантăш выртать.

Ял сăнĕ кĕске вăхăтра улшăнчĕ. Халĕ улăм витнĕ кил-çурт кураймастăн. Паянхи çамрăксем хура пÿрт мĕнне пĕлмеççĕ те. Ялта 128 кил пушă янраса ларать. Ельцин валеçсе панă çĕре лартса тăвакан çук.

Астăвасса, иртнĕ вăрçăран 82 çын таврăнчĕ. Ÿссе çитсе вĕсемпе юнашар ĕçлеме тÿр килнĕшĕн тем пекех савăнатăп. Хăрушă вăрçа пула тăнчах юхăннă пурнăçа çĕнетме эпĕ те хутшăннăшăн хăпартланатăп.

Ялта ăна Сухви Петĕрĕ тетчĕç. Арăмĕ – Хветура аппа – пурăнать-ха, 97 çул тултарчĕ. Упăшкин алли чăннипех ылтăнччĕ. Тимĕрçĕре вăй хураканскер, мĕн кăна ăсталаса савăнтарман-ши халăха? Пилорама туса çынсене чус-хăма çурса паратчĕ, арманта тырă авăртатчĕ. Алексей Максимовпа Александр Никитин механизаторсем ял çыннисене вăрмантан вутă-шанкă кăларса паратчĕç, ака-суха тăватчĕç, тырпула пухса кĕртетчĕç. Вĕсем пек маттурсем ялĕпех пулнă. Эпир инфляци е кризис мĕнне пĕлмен ун чухне. Хуçалăха тата бригадăсене ертсе пыма ĕçшĕн хыпса çунакан, халăхшăн тăрăшакан шанчăклă çынсене тупасси кăна хумхантарнă çынсене.

Хальхи пек астăватăп, пĕр çулхине колхозăн апат-çимĕç комбиначĕ çывăхĕнчи 103 вĕллерен тăракан утарне çирĕмри Ананий Кротова шанса пачĕç. Çуркунне валли хурт çемйисем пурте вилсе пĕтнĕ. Мана, колхозри ревизи комиссийĕн членне, утара тĕрĕслеме ячĕç. Утарçă каланă тăрăх, хуртсем выçăпа вилнĕ-мĕн. Кĕркунне çемьесене апатлантарма колхоз председателĕ сахăр пĕр килограмм та памарĕ, пĕлтерчĕ вăл. Пухура кармаçăварсем çамрăка суда парса тăкака шыраса илмелле тесе шуйхашрĕç. Утарçă хутне кĕрекен çук. Юрать-ха, хыçалти ретрен Тутар Ухванеçĕ ура çине тăчĕ те,

– Сире хăвăра суда памалла, ачи шăнапа пăвана уйăраймасть, эпир ăна утар шанса панă, – тесе хучĕ.

Çуллахи каç тĕттĕм пуличченех кĕрлерĕ пуху. Урама тухсан Анание чартăм. «Хăвăртрах ялтан тухса вĕçтер. Эпĕ паян-ыран салтака каймалли çын, актне çийĕнчех тыттармăп. Енчен те суда парсан, тăкакшăн ху виличчен те тÿлесе татаймăн», – терĕм çамрăка. Çапла хăтарса хăвартăм ун чухне Анание.

Çÿлтен сĕннипе колхоз пуçлăхне аякран янă çынна суйланăччĕ. Çавскер ĕнтĕ кĕркунне утара сахăрпа тивĕçтермен. Таçтан килнĕ председатель кăшт маларах кăна-ха çын каяшĕ çитерсе фермăри сыснасене вĕлерсе пĕтернĕччĕ. Çакăншăн нимĕнле явап та тыттармарĕç ăна, колхоза пăрахса кайрĕ те ĕçĕ пĕтрĕ. Эппин, мĕншĕн-ха унăн айăпĕшĕн Анание тÿлеттермелле?

Мăньял-хапăссем ĕçчен çынсем пулнă. Виçĕ пин ытла гектар çинчен тырра ал вăйĕпе тата лашапа ĕçлесе пĕр пучах çухатмасăр пухса кĕртетчĕç. Кĕлетсем ялан тулличчĕ. Халăх паянхи пек ĕçкĕ-çикĕпе алхасман, тĕрĕссипе, эрех-сăра ĕçсе минрешме вăхăчĕ те пулман.

Колхозсем ура çине тăрса çирĕпленсе çитрĕç кăна, пуçлăхсем пурнăçа аркатса та хучĕç. Эпĕ салтакра тăхăр халăх çамрăкĕсемпе пĕрле Тăван çĕршыва сыхланă. Пурте туслă, килĕштерсе пурăннă. Халĕ, акă, сутăнчăк пуçлăхсене пула Украина пирĕнпе хирĕлет. Вăрçă хыççăн хăвăртрах ура çине тăччăр тесе хамăра валли хăвармасăр мĕн чухлĕ вăрман, строительство материалĕ, тырпул, аш-пăш тата ытти те ăсатнă эпир Украинăна.

Эпĕ пысăк предприятисене панкрута кăларса путлантарнине ăнланаймастăп. Пурне те укçа чирĕ асаплантарать. Хамăр тунă йăнăшсене йышăнса тÿрленÿ çулĕ çине тухма васкамастпăр-çке. Халăх кĕсйине тăнчах пушатмасăр та чарăнаймастпăр-ши? Мĕншĕн ыранхи кун çинчен шутламастпăр-ха эпир? Çавна пулах ялсем пушанса пыраççĕ, çĕр хуçисем чакаççĕ. Тахçан тинĕс пек хумханса çитĕннĕ тырпул уйĕсене вăрăран ÿснĕ вăрмансем хупларĕç. Хăшпĕр пуçлăхсем халăх пурлăхне тата мĕнле майпа çулса илессишĕн кăна пуçĕсене çĕмĕреççĕ пулас. Тахçанах ялта лаша-тиха кĕçенни, туй параппанĕ пăнтăртатни, купăс сасси илтĕнмест. Хушăран урампа икĕ-виçĕ ача шкула утни кăна курăнать...

Василий КОЖАНОВ,

ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика