Вăхăта усăллă ирттереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019, 10:17 Просмотров: 359

Аслă ăрурисем тивĕçлĕ канура пулин те алă усса, кулянса лармаççĕ, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.

Раççей пенсионерĕсен канашĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Антонина Филимонова пуçарнипе, акă, Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче «Чун илемĕ» тĕлпулу иртнĕ.

Унта ку организацин республикăри уйрăмĕн председателĕ Валентин Симяхин тата заместителĕ Наталья Михеева та хутшăннă.

Музей директорĕ Елена Шарипова пухăннисене район историйĕпе паллаштарнă. Пенсионерсем кунта ĕçлекен «Якопо Тинторетто. Венеция 16 века» куравра пулнă. Антонина Филимонова районти пенсионерсен канашĕ еплерех ĕçлени пирки каласа кăтартнă.

Тĕлпулу Раиса Малышеван (Вăрнар) тата Тамара Бондарĕн (Тĕмпек) литература «страниципе» тăсăлнă. Пĕрремĕшĕ чуна пырса тивекен сăвăсем, иккĕмĕшĕ философилле калавсем çырать. Иккĕшĕн хайлавĕсем те «Çĕнтерÿ çулĕн» страницисенче кун çути кураççĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Районти ветерансен халăх хорĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика