Класĕпе – каток çине

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019, 10:17 Просмотров: 445

Сывă пурнăç йĕркине агитацилени кăна çи-телĕксĕр, спорт мероприятийĕсене, сывлăха çирĕплетекен акцисене кашни хутшăнни кирлĕ.

Çакна Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем аван пĕлеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа, акă, 4-мĕш «А» тата 3-мĕш «В» классенче вĕренекенсем класс ертÿçипе Людмила Михайловна Захаровапа пĕрле пăр катокĕнче пулнă.

Спорт парнине ачасене «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество директорĕ Рифкат Шамдинович Киметов кÿнĕ. Вăл хăй тĕслĕхĕпе кĕçĕннисене конькипе туслашма илĕртнĕ.

Ачасем кăмăлтан ярăннă çеç мар, сывлăха та çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика