Ватлăх пăхсан кантăкран...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019, 10:18 Просмотров: 400

Пурнан пурнăçра темĕн те курма, илтме тÿр килет. Акă ашшĕпе амăшĕ ачи-пăчине çут тĕнче парнелесе чĕрçи çинче сиктерсе çитĕнтереççĕ, хăйсем çимесĕр тутлă апачĕпе тĕпренчĕкĕсене сăйлаççĕ, пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшаççĕ.

Анчах ашшĕпе амăшĕ ватăлсан тепĕр чухне ачисем хăйсен тÿрĕ тивĕçĕ пирки манаççĕ, «аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ» тенине асра тытмаççĕ. Çывăх çыннисем чирлесен, вырăнпах выртсан та, вĕсем патне килсе пулăшмаççĕ. Ашшĕ-амăшне пенси панă кун кăна ватăсем пирки асилеççĕ. Хăшпĕрисем укçи-тенкине вăйпах туртса илсе çывăх çыннисем çине алă çĕклеме те хăю çитереççĕ. Ашшĕ-амăшне ыр сунмасан хăйсен ывăлĕ-хĕрĕн уссине курĕç-ши?! Ватăсем канлĕ пурăнччăр тесе тăрăшмалла. Çакăн пек ваттисен сăмахĕ те пур, «Ватă çынран ан кул, ху та ватă пулăн».

Телее, ырă тĕслĕх кăтартакансем сахал мар. Малтикас Ялтăрари Нинăпа Николай Германовсем, Аленăпа Юрий Александровсем, Станислав Иванов ватă амăшĕсене тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Ырă ятрисем татах та пур. Вĕсем – Еленăпа Леонид Григорьевсем, Еленăпа Иван Федоровсем, Иринăпа Сергей Никитинсем, Людмилăпа Юрий Андриановсем. Ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн кун-çулĕ татăличченех вĕсене типтерлĕ пăхса пурăнчĕç. Чăннипех те маттурсем.

Пурнăç тÿнтерĕшĕсене те асăрхама тивет. Тепĕр чухне 5–6 ача çуратса ÿстернисен те юлашки кунĕсене ваттисен çуртĕнче е пĕчченлĕхре ирттерме тивет.

Ватăсем питĕ йăваш, вĕсем çывăх çыннисенчен ăшă сăмах илтесшĕн. Эпĕ те çамрăк мар ĕнтĕ, сакăр теçеткене хыçала хăвартăм. Ман сывлăхпа ачасем, мăнуксем кăсăклансах тăраççĕ, кил-тĕрĕшре те ĕçлесе пулăшаççĕ. Хама телейлĕ ватăсенчен пĕри тесе шутлатăп. Тата манăн кÿршĕ Юрий Александров та ырă çын. Пĕр-пĕр ыйтупа пырсан наччасрах килсе пулăшать. Эпĕ ăна чĕререн ырă сунатăп. Пĕччен пурăнакан ватăшăн вăл – шанчăклă хÿтлĕх.

Çамрăксем, ан манăр, ваттисем калани – пуш çăвартан тухни мар. Сирĕн чун-чĕре чулланса ларнă пулсан кăмăлăра çемçетĕр, аçăр-аннĕрсене, çывăх çыннăрсене тимлĕх уйăрăр. Ыр туни ырăпах таврăнĕ.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика