ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Чухăнлăх шайне мĕнле чакарасшăн?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019 10:18 Просмотров: 119

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн черетлĕ Çырăвĕнче чухăнлăх шайне чакарассине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. «Мĕнле майпа тата ку тĕллевпе мĕнлерех мерăсем йышăнĕç?» – ыйтнăччĕ иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Мăньял Хапăсри тĕлпулура. Раççей Ĕçлев министерстви пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекенсен шутне 2024 çул тĕлне 2017 çулхипе танлаштарсан икĕ хут пĕчĕклетесшĕн. Пирĕн республикăра, районта ку енĕпе мĕнлерех ĕçсем палăртнă – кун пирки халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕпе Ирина Смолинапа калаçатпăр.

– Ирина Григорьевна, çемьесенчи нушаллă лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе йышăнакан мерăсен шутне мĕн кĕрет-ха?

– Чухăнлăхпа кĕрешесси укçа-тенкĕпе хавхалантарассипе кăна мар, пулăшăвăн ытти формисемпе те çыхăннă. ,çлев министерстви ку тĕллевпе пурнăçлас ĕçсен шучĕпе шалăвăн чи пĕчĕк виçине пурăнмалли минимум ÿснине кура пысăклатма, çавăн пекех бюджет ĕçченĕсен уйрăм категорийĕн вăтам ĕç укçин шайне тытса пыма сĕнет. Çавăн пекех бюджет сферин работникĕсен шалăвне индексацилĕç, страхлакан пенсисен, социаллă тÿлевсен, пособисен виçи ÿсĕ.

Паллах, тĕп вырăнта – ачаллă çемьесем. Шăпах вĕсем чухăнлăх кăтартăвĕн тĕп пайĕ шутланаççĕ. Çавна май, «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, ача çуралнипе тата воспитани панипе çыхăннă тÿлевсем валли укçа-тенкĕ пăхнă.

Кăçал сакăр регионта – Тутарстанра, Кабардин-Балкар Республикинче, Приморье крайĕнче, Иваново, Липецк, Чулхула, Новгород, Томск облаçĕсенче – чухăнлăх сăлтавĕсене тишкерессипе пилотлă проект пурнăçланать. Ун тăрăх регионсенче нуша куракансене пулăшассине лайăхлатассипе тĕллевлĕ мерăсем йышăнĕç.

– Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче социаллă пулăшăва темиçе регион тĕслĕхĕпе социаллă контракт никĕсĕ çинче йĕркелеме сĕнчĕ. Ку енĕпе мĕнлерех ĕç пурнăçланать?

– Социаллă контракт – патшалăх енчен граждансен хастарлăхне тата çемьесен тăнăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе шутласа кăларнă пулăшу моделĕ. Ку енĕпе килĕшĕве алă пусаканăн чи малтанах хăйĕн интересĕ пысăк пулмалла. Ыйтса çыраканăн сведенийĕсем тăрăх социаллă хÿтлĕх органĕсем социаллă адаптаци программине хатĕрлеççĕ. Унта пурнăçăн йывăр лару-тăрăвĕнчен тухмалли тĕп çул-йĕре палăртаççĕ.

– Пулăшăвăн тĕп мерисем шутне мĕн кĕрет-ха?

– Адреслă социаллă пулăшу çак мерăсене пĕрлештерет, илнĕ пĕлĕве, опыта тата палăртнă хăнăхусене кура гражданина ĕç вырăнĕ тупса парасси, ĕçлев сфери урлă патшалăх тивĕçтерĕвне илме пулăшасси (професси пĕлĕвĕ илесси), обществăлла ĕçсене хутшăнтарасси. Социаллă контракт çынна уйрăм предприниматель формипе те ĕçлеме май парать. Çавăн пекех ку программа килти хушма хуçалăха та аталантарас тĕллевлĕ.

– Социаллă контракта мĕнле тапхăра йышăнаççĕ?

– Социаллă адаптаци программин содержанине кура ăна виçĕ уйăхран пуçласа çулталăк таранччен йышăнаççĕ. Анчах та гражданин документри тĕп самантсене пурнăçламасть пулсан, çемье тупăшĕ е йышĕ улшăнсан, урăх региона е прописка вырăнне улăштарсан контракта маларах та пăрахăçлаççĕ.

Контракт тапхăрĕ вĕçленсен программăра кăтартнă пек çыннăн ĕçе вырнаçмалла е ытти мероприятисене пурнăçламалла.

– Хамăр районпа илсен, пирĕн тăрăхра чухăнлăх шайĕ мĕнлерех-ха?

– Шел те, пирĕн районта та тупăш сахал илекен çемьесем чылай. Пĕтĕмпе 626, вĕсенче 2187 çын шутланать. Ку шутран 624-шĕ – ачаллă çемьесем. Иккĕшĕ – пĕччен пурăнакан граждансем.

Танлаштарса пăхас пулсан ку категорине кĕрекен çемьесем чи нумаййи Шупашкар (200 çемье), Патăрьел (978) тата Çĕрпÿ (778) районĕсенче. Чи сахалли – Пăрачкав (125), Шăмăршă (164) районĕсенче.

Пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăшăн чи пĕчĕк кăтартăвĕ Йĕпреç районĕнче – 4125 тенкĕ (276 çемье), Улатăр районĕнче – 4839 тенкĕ (201), Элĕк районĕнче – 4964 тенкĕ (335). Тупăш сахал илекен çемьесенчи пĕр çын пуçне тивекен чи пысăк кăтарту Шупашкар районĕнче – 6947 тенкĕ (276 çемье), Хĕрлĕ Чутай районĕнче – 6838 тенкĕ (330), Патăрьел районĕнче – 6736 тенкĕ (9768 çемье).

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ