Кăтартуллă ĕç – ырă тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019, 10:20 Просмотров: 366

Вĕренÿ пулсан ĕç пулать, тенĕ ваттисем. Çак эрнере «Санары» агрофирма ăсталăха аталантаракан шкул вырăнĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Вăл пысăк делегацие йышăнчĕ.

Крымри ял хуçалăх ĕçченĕсем, К.А.Тимирязев ячĕллĕ Раççей аграри университечĕн студенчĕсем, Ростов облаçĕнчи Дон çинчи патшалăх аграри университечĕн профессорĕ Николай Зеленский, республикăри «Агро-Инновацисем» организацин тата «Август» Фирмăн специалисчĕсем хуçалăхра нумай çул усă куракан No-till-е технологийĕн тухăçлăхĕпе кăсăкланчĕç.

No-till-е е урăхла каласан çĕре сухаламасăр ĕçлеттерессине агрофирмăра тахçанах алла илнĕ. Малашлăхлă, энергие перекетлекен ку технологийĕн кăтартăвĕсем те пысăк.

«Санары» агрофирма председателĕ Андрей Петров çак мел çуркуннесерен ейÿ çĕрĕн пулăхлă сийне юхтарса кайнинчен те çăлнине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех ку мелпе çĕрте этномофагсене – сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене вĕлерекен хуртсем йышлă аталанаççĕ, унсăр пуçне – çĕре кăпăшкалатакан ăмансем те. Çакна, тĕрĕссипе, делегаци хăй куçĕпе те курма пултарчĕ. Вĕсем ятарлă приборсемпе çĕре тĕрлĕ енпе тишкерчĕç. Ăмансем «вăранни-вăранманнине» кĕреçепе чавса тĕрĕслерĕç. Опыт çакна кăтартрĕ – ăмансем «ĕçе» пуçăннă...

Ушкăн çавăн пекех агрофирмăн техника паркĕнче пулчĕ, уй-хир ĕçне хутшăнакан агрегатсен пысăк хăватлăхне палăртрĕ. Йĕтем çинче вĕсене тинтерех туяннă çĕнĕ техника – протравитель кăсăклантарчĕ. Вăрлăхсемпе, мĕнле культурăсемпе ĕçленине тимлесе итлерĕç вĕсем, ĕç-хĕлĕн мĕнпур процесне çÿллĕ шайра, пĕлсе йĕркеленине ырласа палăртрĕç.

Хуçалăх вăрлăх ĕрчетессипе, элитлă культурăсем çитĕнтерессипе тимлĕхлĕ-кăтартуллă ĕçлет. Çĕр ĕçченĕсем халĕ хĕрсех çуракине хатĕрленеççĕ. Техника уй-хире тухма хатĕр. Çурхисене пин ытларах гектар çинче акма палăртнă. Кĕрхисем 315 гектар йышăнаççĕ.

Коллектив пĕр тĕллевпе тимлет. «Ĕç – пурнăç» тенине, ĕçлемесĕр ампар та пушă пулассине вĕсем аван пĕлеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика