Вăрнар район халăхĕпе ĕçлеме тÿр килни – телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2017, 09:58 Просмотров: 568

Пирĕн тăрăхра район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Вăрнарта пурăнакан, Туçи Мăратра çуралса ÿснĕ Воля Афанасьевич Иванов. Вăл 1967 – 1971 çулсенче – районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – тĕп агроном, 1971 – 1980 çулсенче – ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ – райĕçтăвком председателĕн заместителĕ, 1980 – 1986 çулсенче – Вăрнар райĕçтăвком председателĕ.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине тăтăшах кĕрсе çÿренĕрен унран кăсăклă историсем сахал мар илтнĕ. Хальхинче вара, паллах, калаçу Вăрнар районĕн 90 çулхи юбилейĕ тавра çаврăнчĕ.

– Воля Афанасьевич, район пуçĕнче эсир шăпах çĕршывăн çĕкленÿллĕ тапхăрĕнче вăй хунă. Вăрнар тăрăхĕ çак вăхăтра мĕнпе мухтанма пултарнă-ха?

– Районшăн эпĕ 1967 çулта ĕçлеме тытăнтăм. Ял хуçалăх тытăмĕнче тата Совет органĕнче чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Çак тапхăрта, паллах, нумай ĕçлеме тиврĕ. Уйрăмах халăхпа. Аса илнĕ тăрăх, вăл вăхăтра çынсемпе ĕçлеме лайăхчĕ, мĕншĕн тесен ун чухнехи ăру çÿлтен каланине итленĕ. Пирĕн пĕтĕм тĕллев патшалăх умĕнчи плансене пурнăçласси пулнă. Çакăншăн ватти те, вĕтти те – пурте тăрăшнă. Уйрăмах хуçалăх ертÿçисем, специалистсем, колхозниксем, механизаторсем, ферма ĕçченĕсем тĕлĕнмелле тăрăшса ĕçлетчĕç.

Патшалăх умĕнче хамăр тивĕçе тÿрре кăларнă. Çавсемшĕн савăнатăп. Паллах, ăна пĕччен тума май килмен, йăлтах халăхпа тунă. Плана тултарнăшăн район пĕрре мар партин тĕп комитечĕн, министрсен совечĕн, профсоюзăн, комсомолăн тĕп комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавĕсене илме тивĕçнĕ. Район анчах мар, хуçалăхсем те. Сăмахран, «Янгорчино», «Гвардеец», «Правда», К.Маркс ячĕллĕ, Ульянов ячĕллĕ колхозсем.

– Район строительствинче сирĕн тÿпе çав тери пысăк. Халĕ пысăк ĕçсене пурнăçлассинче тĕрлĕ проект-экспертиза-аукцион процедурисем пуç пулса тăраççĕ. Сирĕн вăхăтра ку ыйтусене мĕнле татма тивнĕ-ха?

– Ĕçсене, паллах, вырăнта ларнипе пурнăçлама май килмен. Тĕрлĕ ыйтусемпе Мускав таран пайтах чупнă. Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ Анатолий Емельянов мана пĕрремĕш хут Мускава илсе кайни асра. РСФСР ял хуçалăх министерствине кайнăччĕ ун чухне. «Ак çак алăкран кĕрен, малалла хăв ĕçле, каялла тухма алăкне хăвах тупан», – терĕ. Çак сăмахсем халĕ те пуçран тухмаççĕ. Унтанпа Мускава чылай çитнĕ. Тĕрлĕ министерствăсенче, ведомствăсенче район валли ĕç тума тилмĕрнĕ. Удобренисем планран ирттерсе кÿрсе тухнăшăн элĕксем Совмина часах çăхав вĕçтеретчĕç. Эпир вара çак вăхăтра хуçалăхсенче опытсем ирттереттĕмĕр. Тухăçĕ те пулнă. Çавăнпах ăмсанатчĕç.

Ял хуçалăх техники, ăратлă выльăх туянасси, тырă комплексĕсем çĕклесси тата ытти пирки çĕршывăн тĕп хулинче калаçса килĕшнĕ.

– Нумай ĕç тунă эсир. Анчах та хăвăршăн чи пĕлтерĕшли хăшĕ шутланать-ши?

– Чи кăткăс та йывăртарах объектсем шутне Калининăри участок больницин комплексне кĕртмелле. Вăрман касса вĕр-çĕнĕрен туса лартрăмăр ăна.

Вăрнарти чукун çул урлă хывнă путепровод. Унăн историйĕ пысăк. 1974 çулта пирĕн района ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Николай Иванович Цыганков килчĕ. Ун чухне Альберт Тимофеевич Купчиков пĕрремĕш секретарь пулнă май, унпа пĕрле Кульцава кайма тухрăмăр. Паянхи путепровод тĕлĕнче шлагбаума хупса лартнă пирки 2 сехет кĕтрĕмĕр. Тырă йышăнакан предприяти патĕнче çул пурччĕ. Унтан та каçма май килмерĕ. Цыганков пире хытă критиклерĕ: «Район хуçисем-и эсир е камсем? Команда парăр та уçтарăр!». Хăть кам пул эс, чукун çулăн хăйĕн саккунĕсем. Эп ун чухне ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче тимлеттĕм. Çавăн чухне ку путепровода тăвас шухăш çуралчĕ те. Кайран ăна çĕклеме Мускав, Горький тăрăх чылай çÿреме тиврĕ.

Ялсенче шкулсем, ача сачĕсем, клубсем ăмăртмалла çĕкленĕ. Тĕлĕнмелле, ку объектсене колхозсем хăйсен укçи-тенкине хĕрхенмесĕр хыватчĕç...

– Пĕлнĕ тăрăх, района çутçанталăк газĕ шăпах эсир тăрăшнипе çитнĕ...

– Унăн историйĕ те кăсăклă. 1981 çулта Мускава офицерсен аслă курсĕсене вĕренме ячĕç. Çĕнĕ çула таврăнтăм та Вăрнарти бакгауз текен вырăнта метр çурăллă диаметрлă газ тăрписем выртаççĕ. «Уренгой – Ужгород» газ магистралĕн ултă линийĕ Вăрнар тăрăх каймалла теççĕ, пĕтĕмпе – 29 км. Пуçа тÿрех шухăш пырса кĕчĕ: ку самантпа усă курмаллах – газ кĕртмеллех. Тепĕр уйăх вĕренсе килсенех ку енĕпе ĕçлеме тапратрăмăр. Икĕ çула яхăн тĕрлĕ хуласем тăрăх чупрăмăр – Горькие, Куйбышева, Хусана, Мускава. Ĕç вырăнтан тапранмарĕ. Шупашкарти çÿлти органсенчен хут илсе 1983 çулхи мартра Мускава газ промышленноçĕн министрĕ патне кайрăмăр. Ун йышăну пÿлĕмĕнче икĕ талăк лартăмăр. Виççĕмĕш кунне министр пире: «Эсир халь те кунта-и?» тесе ыйтрĕ. Хамăрăн пысăк ыйту пуррине, ялтан килнине пĕлтертĕмĕр. Кăмăлĕ çаврăнса кайрĕ пулас. Хăй пÿлĕмне чĕнсе кĕртрĕ. 7–8 минут калаçса лартăмăр. «Ман пата çÿлти органсен пуçлăхĕсем çеç çÿреççĕ. Кашни районти ĕçтăвком председателĕсене йышăнас пулсан ман кунта ĕçлемелле те мар», – терĕ. Çав-çавах пирĕншĕн уйрăмлăх турĕ. Эпир телейлĕ çуралнине каларĕ. Тепĕр эрнере министрсен совечĕн ларăвĕнче Раççей территорийĕнче пĕрремĕш черетпе газопровод отвочĕсем тăвас проекта пăхса тухассине пĕлтерчĕ. Хăйĕн заместительне чĕнсе илчĕ, пулăшма хушрĕ.

Пирĕн ыйту – Хăмăш патĕнчен иртекен магистральтен Кăмаша çитиччен сакăр çухрăм газ туртасси. Çав эрнерех, апрелĕн 5-мĕшĕнче, Мускаври ларура Вăрнар районне те списока кĕртрĕç. 1984 çулта 3-мĕш магистрале район валли газ илмелли ятарлă крансем лартрăмăр. 1987 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче вара «Колос» сысна комплексĕнче пĕрремĕш газ чĕртрĕмĕр.

– Район центрĕн, Вăрнар поселокĕн çĕкленĕвĕнче те сирĕн тÿпе пĕчĕк мар...

– Вăрнар поселокĕ тĕп вырăнта шутланнине кура ун инфраструктурине аталантарасси шухăшран тухман. Кунта хăй вăхăтĕнче поликарбонат заводне уçас тесе чупрăмăр, анчах та çÿлти органсен урăхларах политика пулчĕ. Енчен те çав завода çĕклесе хута янă пулсан халĕ пирĕн хулара пурăнмаллаччĕ.

Поселока хăтлăх кĕртессипе сахал мар ĕç хывнă. Ленин урамне канализаци çулĕсем туса тĕпрен çĕнетрĕмĕр. 30 çул иртрĕ унтанпа, çĕмĕрĕлме тытăнчĕ. Юсасан тем пекехчĕ.

80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чукун çул вокзалĕ умĕнчи площаде йĕркелерĕмĕр, панносем вырнаçтартăмăр. Халĕ, реконструкци хыççăн, вăл тата хитреленчĕ.

Хальхи администраци умĕнче кивĕ çуртсене пăсса площаде сартăмăр, ятарлă трибуна çĕклерĕмĕр. Ленин палăкне Мускав скульпторĕ Владимир Глебов турĕ. Проектсене йăлт хамăр хатĕрленĕ, хальхи пек тĕрлĕ институтсем тăрăх чуптарман.

Темиçе çултан хальхи райадминистраци умĕнче площадьре тепре ĕçлеме тиврĕ. Ăна малалла тăсса Асăну скверне уçрăмăр. Ялсенчен миçен вăрçа кайнине, пуç хунине кăтартакан плитасем вырнаçтартăмăр. Хăшĕ-пĕрне пирĕн ĕç килĕшмерĕ, ытлашши пысăк терĕç. Анчах та эпир çулсем иртсен вăл пысăк мероприятисем ирттерме хĕсĕк пулассине ĕнентерме тăрăшрăмăр. Паян пăхатăп та – çаплах пулса тухать.

Автовокзала аш-какай комбиначĕ çумнерех куçарнăшăн та чăркăшакансем пулчĕç, Шупашкара çăхавсем вĕçтерчĕç. Положенипе икĕ вокзал хушши 1 километртан инçе пулмала мар. Вăрнарта – 850 метр. Халăх хирĕçнине кура рулеткăпах виçнĕччĕ.

Больница комплексне çĕнетме тытăнтăмăр, санэпидемстанци çуртне турăмăр тата ытти, тата ытти те.  

Çак ĕçсем эп тунипе кăна пулман. Вĕсем йăлтах ĕçри юлташсем, хуçалăх ертÿçисем, халăх ăнланса вăй хунипе пулнă.

Паянхи ертÿçĕсен те ĕçсем сахал мар: юсамалли, çĕнетмелли тупăнсах пырать. Çак çăмăл мар ĕçре вĕсене вăй-хал, сывлăх сунатăп.

– Халăхпа ĕçленине пĕрре мар асăнтăр. Эппин, вĕсемпе çывăх, тăтăш тĕл пулнă, нумайăшне пĕлетĕр-паллатăр эсир?

– Çынна палламасăр-пĕлмесĕр ĕçлеме май çук. Тĕрлĕ отрасльти халăхпа тачă çыхăнса вăй хунă та вĕсене ятран-шывран пĕлнĕ. Май пуррипе хăшпĕр ертÿçĕне асăнса хăварам-ха: Исак Федорович Кошкин – «Правда» колхоз председателĕ, Александр Иванович Грибов – Мичурин ячĕллĕ, Евсей Дмитриевич Воробьев – «Гвардеец», Михаил Петрович Петров – Ульянов ячĕллĕ, Андрей Михайлович Михайлов – «Звезда», Василий Лазаревич Лазарев – Суворов ячĕллĕ, Василий Игнатьвич Романов – «Янгорчино» колхозсем, Кульцавран – Александр Федорович Доманин, Николай Семенович Храмов тата ытти те тĕлĕнмелле кăтартуллă ĕçлетчĕç.

Специалистсенчен Петр Васильев – «Гвардеец» агрономĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Василий Сергеев – К.Маркс ячĕллĕ, Ананий Уткин – Ульянов ячĕллĕ колхозсен тĕп агрономĕсем. Зоотехниксем, механизаторсем... – пурне те каласа та пĕтереймĕн.

Вĕсене пурне те Вăрнар район энциклопедине кĕртнĕ. Çавăн пекех кăçал мана «Чăваш ен агропромышленность комплексĕ» энциклопедие кăларас ĕçе хутшăнма тиврĕ. Унта эпĕ Вăрнар районĕн 400 ытла пултаруллă ял хуçалăх ĕçченĕ пирки материалсем хатĕрлесе патăм.

– Ятсем пекех сирĕн пĕтĕм ĕçе çак интервьюра çырса пĕтерме те çук. Çапах та чи йывăрри сирĕншĕн мĕн пулнă-ха?

– Чи йывăрри – эрех ĕçме пĕлменни. Çавăнтан питĕ хăраттăм.

– Пĕлнĕ тăрăх, эсир хăвăра тăратнă наградăна та урăх çынна пама сĕннĕ.

– Кун пекки пулнă. Чăваш АССР Аслă Канашĕн президиумĕн председателĕ Семен Ислюков – тĕлĕнмелле вăйлă чăваш çынни – ĕç кăтартăвĕсене кура мана ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне пама сĕннĕччĕ. Ятран мар, Вăрнар каччи тесе те чĕнетчĕ вăл мана. Бюрора тăрса каларăм – ку наградăна тивĕçлĕрех çын пур терĕм. Ăна вара Армида Красновăна – малтан зоотехникра, унтан иккĕмĕш секретарьте, хатĕрлев  енĕпе ĕçленĕ тĕп инспектора пачĕç.

– Паян эсир район пуласлăхне мĕнле куратăр?

– Вăрнар районĕ нихăçан та кайра пыман. Паян та вăл пархатарлă ĕçсемпе, экономикăн чылай кăтарăвĕсемпе малтисен йышĕнче. Паянхи ертÿлĕх район аталанăвĕшĕн чунĕпе те, ĕçĕпе те хыпса çунни савăнтарать. Эппин, шанăç пур – вăрнарсен пуласлăхĕ çирĕп.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика