Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Çулсерен çĕнелсе лайăхланнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2017, 09:59 Просмотров: 438

Районти тĕп библиотека нумай çул пархатарлă ĕç тăвать – вулакансене кĕнеке енне туртăнма пулăшать. Паян унăн ертÿçипе Л.Уткинапа библиотекăн иртнĕ вăхăтри ĕç-хĕлне аса илесшĕн, паянхи кун патне çитсе тухасшăн.

– Людмила Вячеславовна, калаçăва тĕп библиотекăн историйĕнчен пуçлас килет. Районта хăçан халăха кĕнекепе тивĕçтерме пуçланă?

– Район тĕп библиотекин историйĕ интереслĕ те пуян. Вăл 1926 çулта ĕçлеме пуçланă. Малтанлăха вулав çурчĕ вырăнне шутланнă. Штатра пĕр çын пулнă. Эрнере ултă кун ĕçленĕ. 1927 çулта 8 экземпляр хаçат, 6 экземпляр журнал çырăнса илнĕ. Фондра 646 экземпляр тĕрлĕ литература упраннă, 65 вулакана регистрациленĕ. Библиотекарь ĕçĕсене М.Никитин йĕркелесе пынă. Вăтăрмĕш çулсенче «Чулхула тăрăхĕ», «Коллективлă хуçалăх», «Чухăнлăх» тата ытти журналсем çырăнса илни паллă. 1933 çулта библиотека районти культура çуртĕнче вырăн тупнă. Унта тĕрлĕ çулсенчисем çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма пысăк кăмăлтан пынă. Литература вулавĕсене хутшăннă, тĕрлĕ темăпа ирттернĕ калаçусене итленĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн учрежденин ĕç условийĕсем палăрмаллах лайăхланнă, вулакансен йышĕ те ÿснĕ. Библиотекăра кĕнеке куравĕсем уçăлнă, кĕнекесене тишкернĕ, литература каçĕсем тата вулакансен конференцийĕсем йĕркеленĕ.

Аллăмĕш çулсенче интереслĕ кĕнекесем нумай пичетленме пуçланă. Çавна май библиотекăн кĕнеке фончĕ те тăтăшах пуянланнă. Библиотека ĕçченĕсем вара çĕнĕ формăсем ĕçе кĕртнĕ, пĕр-пĕр кĕнекене агитацилесси малти вырăна тухса тăнă. Çамрăксене вулав енне туртăнтарас тĕллевпе сахал мар вăй хунă. Библиотека çÿлĕкĕнче классиксен сочиненийĕсем те, çамрăк авторсен сăвă пуххисем те тусанланса выртман. Вăл вăхăтра кашни килте телевизор пулманни те пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа каçсерен алла кĕнеке е хаçат-журнал тытнă.

– Библиотека пĕр çуртра нумай вăхăт ĕçленĕ-и?

– 1967 çулта вулакансене чаплă парне туса панă. Районти библиотека Пионерсен урамĕнче ятарласа тунă çурта куçнă. 1977 çулта библиотекăсене централизациленĕ. Тĕп библиотека тытăмне 41 ялти библиотека-филиал, поселокри тата ача-пăча библиотеки кĕнĕ. Çĕнĕ уйрăмсем уçăлнă. Утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче библиотекăран халăх татăлман. М.Никитин, З.Варварина, И.Ефимова, Н.Яшмолкина, Н.Козлова, А.Ефремова, Л.Короткова тата ытти библиотекарьсем ят-сума тивĕçнĕ.

2001 çулта район администрацийĕ тĕп библиотекăна Ленин урамĕнчи 43-мĕш «а» çурта панă. 2003 çулта «тĕслĕхлĕ» (модельный) ята тивĕçнĕ.

– Вăхăт таппинчен юлма юрамасть. Техника çĕнĕлĕхĕсене те майĕпен пурнăçа кĕртнĕ пулĕ?

– Çапла, информаци технологийĕсем ĕçе çĕнĕлĕх кĕртрĕç. Компьютерсем тата хальхи йышши оборудовани илнĕ. Çавна май библиотекăра 2004 çулта информаци уйрăмĕ йĕркеленĕ. Халĕ кашни вулакан пирĕн патра Интернет урлă «тĕнче уçлăхне» тухма, тĕрлĕ электрон ресурсĕсемпе усă курма пултарать.

Паянхи кун библиотекăра хăйсен ĕçне юратакан чăн-чăн специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсем кирек кампа та ăшшăн калаçма та, кирлĕ литература сĕнме те пĕлеççĕ. Культура мероприятийĕсем, вулакансен конференцийĕсем, çыравçăсемпе тĕлпулусем тата ыттине те ирттереççĕ.

Библиотекăна çамрăксем те, аслă çулсенчисем те килеççĕ. Тĕрлĕ профессипе ĕçлеççĕ пулин те кĕнекерен уйрăлма пултараймаççĕ. Теприсем тата библиотекăна пĕр-пĕр илемлĕ литература парнелеççĕ.

Хальхи вăхăтра районта 33 библиотека. Вĕсенче 55 библиотекарь тăрăшать. Вĕсем çĕнĕ çул-йĕрсене, çĕнĕ пулăшу ĕçĕсемпе проектсене тупма тăрăшаççĕ. Лайăх кăмăл-туйăм, ĕçе юратса пурнăçлани ăнăçу патне илсе çитерет.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика