Çитменлĕхсем тупнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:52 Просмотров: 349

Росреестрăн Чăваш енри управленийĕнче пĕрремĕш кварталта çĕр законодательствине епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Пĕтĕмпе 1069 тĕрĕслев пулнă. 521 тĕслĕхĕнче çитменлĕхсем пуррине шута илнĕ. 329-шĕнче унччен тупнă кăлтăксене пĕтернине палăртнă.

Росреестр инспекторĕсем çавăн пекех çĕр лаптăкĕсене те административлă йĕркепе – харпăрлăхçăсемпе хутшăнмасăр тата вĕсен участокĕсене кĕмесĕр – тĕрĕслеççĕ. Виçĕ уйăхра 89 тĕпчев пулнă. Вĕсем тăрăх плана кĕртмен 51 тĕрĕслев ирттернĕ, административлă 13 ĕç пуçарнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика