Шкул пахчинче ÿстернĕ çимĕç паха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:52 Просмотров: 358

Чăваш ен Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикинче социаллă апатланăва йĕркелес ĕçри çивĕч ыйтусем» ятпа «çавра сĕтел» иртнĕ.

Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов ертсе пынă. Мероприятие Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăннă. ЧР вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, республикăри шкулсенчи ачасен 95,7 процентне вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Ирхи апат хакĕ вăтамран – 17, кăнтăрлахи 65 тенкĕпе танлашать. Ача сачĕсенчи пĕр кунхи апат хакĕ вăтамран – 70–100 тенкĕ. Шкул ачисен 7,5 проценчĕ (10366 вĕренекен) апата çăмăллăхсемпе усă курса йÿнĕрех хакпа çиет. Шкулсемпе садиксем валли продукцие вырăнти производительсенчен туянаççĕ. Республикăра 2010 çултанпа апатлану блокĕсене çĕнетме тата сивĕтмелли хальхи йышши оборудование туянма 250 миллион тенкĕ расхутланă. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн эксперчĕсем тишкернĕ тăрăх, Чăваш ен апатлану пахалăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнче – 1-мĕш, Раççейре 3-мĕш вырăн йышăнать.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Денис Паспеков пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх ĕçченĕсем хамăр продукцин – пахчаçимĕçĕн, аш-какайăн, сĕт юр-варĕн – пахалăхне ÿстерессишĕн куллен тăрăшаççĕ. Калăпăр, «Ольдеевская» агрофирма пахчаçимĕçе шăркалантарма вĕлле хурчĕсемпе тата тĕкĕлтурасемпе усă курать. «Манăн шухăшпа, ялсенче шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕсене анлăлатмалла. Вĕсенче пахчаçимĕç, улма-çырла туса илмелле. Теплицăсем вырнаçтарсан та аван. Пĕрремĕшĕнчен, ачасем ĕçлеме вĕренеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, шкул столовăйĕнчи сĕтел çинче таса, паха çимĕç пулĕ. Виççĕмĕшĕнчен, апатшăн сахалрах тÿлемелле пулĕ», – сĕннĕ Денис Иванович.

Тĕрĕс тата лайăх апатланни çын сывлăхне витĕм кÿрет. Мероприятире пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинчи апат-çимĕç пахалăхĕ хальхи вăхăт ыйтăвне тивĕçтерет. Анчах, шел те, халăх белоклă апата сахалрах çиет. Рационта çăкăр продукчĕ, сахăр тата çĕрулми ытларах. Пахчаçимĕç, улма-çырла, мăйăр сахалрах астивни куçкĕрет. Тĕрĕс мар апатланни ачасемпе çамрăксене самăрлатать. Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх, 17 çула çитменнисен 3,3 проценчĕ самăр чирĕпе нушаланать. 18–35 çулсенчисен йышĕнче ку кăтарту 22,6 процентпа танлашать.  

Каласа хăвармалла: Чăваш Республики йод çителĕксĕр регионсен йышне кĕрет. Ачасемпе çамрăксен апатланăвĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри – апатра йод çитменни. Çавăнпа шкул ачисем валли пĕçерекен апата йод хушнă тăвар яма палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика