30 çултан – пьедестал çине

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2017, 09:59 Просмотров: 602

Калининăри вăтам шкулăн çăмăл атлечĕсем районта иртекен ăмăртусенче çĕнтерĕве алăран ямаççĕ. Уйрăм спортсменсем район команди йышĕпе республикăра та пĕрре мар палăрнă.

Иртнĕ эрнере вара ку шкул команди «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртнĕ чупура пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Эстафетăна 30 çул ытла хутшăнать ку шкул, призерсем (2-мĕш вырăн) йышĕнче вара пĕрремĕш хут.

Калининăри шкул-интернат команди кăçал «Совесткая Чувашия» эстафетинче хăйсен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Ершепуç ял поселенийĕн çамрăкĕсем – Александр Политов, Диана Политова, Настя Тикинева, Сергей Степанов – пĕлтĕрхи пекех эстафета чемпионĕсем.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, пресса спорчĕн фестивалĕ йĕркипе патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиади те иртнĕ. Вăрнар район администрацийĕн команди чупура 5-мĕш пулнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика