Вăрман – пысăк пуянлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2017, 10:00 Просмотров: 599

Вăрман вăл – пысăк пуянлăх. Сентябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче вăрман ĕçченĕсем çулсерен хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Уяв тĕлне Чăвашстат республикăри вăрман ресурсĕсем пирки кĕске информаци хатĕрлерĕ.

Чăваш енĕн çутçанталăк министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра вăрман фончĕн çĕр лаптăкĕ 632,3 пин гектар йышăнать. Вăрмансем регион территорийĕн виççĕмĕш пайне хуплаççĕ.

Вăрмансене сыхласа хăварас тĕллевпе пĕлтĕр 763 гектар çинче вăрмансене çĕнетессипе ĕçсем туса ирттернĕ. Ятарлă питомниксенче йывăç ÿсентăрансен вăрлăхĕсене 4,4 гектар акнă.

2016 çулта йывăçсене 2,7 гектар каснă. Пĕлтĕр вăрман лаптăкĕсем 347 гектар пĕтнĕ, вăл шутра 168 гектарĕ пушара пула.

Иртнĕ çулта вăрман отраслĕнче 671 çын ĕçленĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи 12,2 пин тенкĕпе танлашнă.

Вăрман çынна кирек хăш вăхăтра та хăй патне илемпе туртать, уçă сывлăш парнелет. Вăл – сывлăх çăлкуçĕ. Çавăнпа вăрмана упрар.

Чăвашстат.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика