Герой ячĕпе – черетлĕ турнир

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2019, 08:48 Просмотров: 440

Шăматкун Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ каллех спортсменсен ха-васлă сассисемпе тулчĕ.

Кунта Совет Союзĕн Геройне Анатолий Александрович Иванова асăнса Вăрнар хула поселенийĕн парнисемшĕн иртнĕ уçă турнира 150-а яхăн çамрăк хутшăнчĕ. Кĕрешÿçĕсем хамăр районти шкулсемпе спорт шкулĕн филиалĕсенчен çеç мар, Йĕпреç, Шупашкар, Канаш районĕсенчен те килсе çитрĕç.

Ăмăртусем ирех пуçланчĕç. Официаллă пайччен хăшпĕр виçе категорийĕн çĕнтерÿçисем те палăрчĕç. Хĕрÿ те çивĕч тытăçусене пăхнă май, хăнасем хĕрачасемпе арçын ачасен спортри ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртрĕç.

Чыслав самантĕнче вĕсем спорт пурнăçра пысăк вырăн йышăннине аса илтерчĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Геройне манманшăн тав турĕç, пухăннисене Антолий Иванов пекех паттăр, маттур пулма сунчĕç. Парадпа тухнă кĕрешÿçĕсене ăшă сăмахсем калаканĕсем – район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, «Энергостроймонтаж» общество ертÿçи Рифкат Киметов, районти ирĕклĕ кĕрешÿ федерацийĕн ертÿçи Владимир Федоров.

Спортсменсене Светлана Мальцева ертсе пыракан ташă ушкăнĕсем те хавхалантарчĕç.

Тытăçусем яланхиллех харăсах икĕ кавир çинче, 25 виçе категорийĕнче сарăлчĕç. Залра ăмăртулăх туйăмĕ вăйлă хуçаланчĕ. Кĕрешекенсене командăри юлташĕсем, ашшĕ-амăшĕ, пĕлĕшĕсем хавхалантарчĕç.

– Çак турнирăн пĕлтерĕшĕ пысăк, паян кунта хамăр районти мĕнпур çамрăк кĕрешÿçĕ тенĕ пек хутшăнать, вăйне тĕрĕслет, – терĕ ăмăрту кунĕнче Юрий Григорьевич Львов тренер.

Чи çивĕччи-çаврăнăçуллисем хисеп пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕç. Хамăр районти чемпионсем – Виссарион Петров, Елена Петрова (Кÿстÿмĕр), Савелий Иванов, Антон Федоров, Алексей Антонов, Даниил Александров, Ксения Дмитриева, Дарья Александрова, Анна Семенова, Екатерина Тихонова, Наталья Тихонова, Эвелина Яковлева, Анастасия Краснова (Санарпуç), Максим Иванов (Пăваяль), Кирилл Андреев, Никита Никандров, Никита Александров, Семен Семенов, Дмитрий Львов, Дарья Ильина, Яна Максимова, Анастасия Максимова (Вăрнар). Вĕсене медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика