ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ташă – чун киленĕçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019 10:19 Просмотров: 90

Ташлама пĕлекене пĕр хăма та çитет тени тĕрĕсе килнине кăтартрĕ хореографи коллективĕсен «Матанины задоринки» фестиваль-конкурсĕн гала-концерчĕ.

Вăл районти чи пултаруллă ташă ушкăнĕсене – конкурс финалисчĕсене – пуçтарчĕ, халăх тата эстрада ташшин ăстисемпе паллаштарчĕ. Фестивале кăтартуллă номерпе Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн Алина Федотова ертсе пыракан «Феникс BebyDense» ушкăн уçрĕ.

Тĕрĕссипе, илемлĕ те пуян çак музыка конкурсĕ çуркуннехи-çуллахи фестивальсен черетне тăсрĕ. Асра юлмалли номерсемпе сценăна 19 хореографи коллективĕ илемлетрĕ.

Уйрăмах «халăх ташши» номинацире палăрнисем йышлăн пулчĕç. Хамăр нацин хусканăвĕсене çăмăллăн-çаврăнăçуллăн ташша хываканĕсем – Санарпуçĕнчи, Вăрманкасри, Авшак Элменти, Кÿстÿмĕрти, Чăрăшкас Хирлепри, Хăмăшри, Ярмушкари, Мăн Явăшри, Хирпуçĕнчи тата Пăртасри культура çурчĕсен ушкăнĕсем тата культура ĕçченĕсен агитбригади.

«Эстрада ташши» номинацире пултарулăхри пысăк шая «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕн «Задоринки» ушкăнĕ, Чăрăшкас Хирлепри, Кивçурт Енĕшри, Çĕрпелти, Хăмăшри, Санарпуçĕнчи культура çурчĕсен коллективĕсем кăтартрĕç. Кашни номерĕ чĕрере хаваслăх, çĕкленÿллĕ туйăм çуратрĕ, шухăшпа пĕрле «ташлаттарчĕ». Çавăнпа-и, тен, вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Кашни ташăра ертÿçĕсен, ачасен пысăк, тăрăшуллă ĕçĕ курăнчĕ.

Пухăннисене саламланă май, районти централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Светлана Журавлева гала-концерт чи-чи пултаруллисене пуçтарнине палăртрĕ. «Ташă – чун киленĕçĕ, ташлама пĕлекене пурнăçра та çăмăл», – терĕ вăл.

Куракансен çеç мар, ташă ушкăнĕсен те кăмăлĕ тулчĕ, вĕсем Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ