Героя манмастпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019, 10:19 Просмотров: 528

Май уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кивçурт Енĕш ялĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов ячĕпе хисепленекен сквера халăх йышлăн пухăнчĕ.

Пĕлтĕр пуçаруллă бюджетировани программипе сквера чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ тимĕр карта тытса çавăрнă, ача-пăча валли чуччусем вырнаçтарнă. Халĕ кунта шăпăрлансен сассисене илтме кăмăллă. Ял çыннисем кашни çулах субботниксем туса скверта тирпей-илем тытса тăраççĕ.

Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă ентешĕмĕрсен ячĕсене çырнă асăну палăкĕ пур, Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионов ятне гранит чул çинчи мрамор плити çине çырнă. Çавăн пекех 1940 çулта финсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнă ентешĕмĕрĕн, Ленин орденне тивĕç пулнă Тимофей Алексеевич Алексеевăн ятне те асăну плитине вырнаçтарнă.

Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕ умĕн çак ялта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройне Степан Илларионова асăнса çарпа спорт вăййисем иртеççĕ. Çак ятпа пухăннисене Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Петров, Йĕпреç районĕнчи Киров ял администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Петрович Егоров тата Степан Илларионовичăн тăван мăнукĕ Николай Петрович Степанов саламларĕç.

Герой ячĕпе лартнă гранит чул çумне чĕрĕ чечексем хучĕç. Кивçурт Енĕш ял халăхĕ ячĕпе ку тивĕçе Афган вăрçин участникĕ Николай Васильевич Григорьев пурнăçларĕ.

Каласа хăвармалла, кăçал Белорусси çĕрĕ çинче Степан Илларионов паттăрлăх кăтартса Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕренпе (вилнĕ хыççăн) 75 çул, çуралнăранпа 115 çул çитет.

Çарпа спорт вăййисен йĕркипе çак ялта çуралса ÿснĕ ку тăрăхри хутор атаманĕ Лев Васильев паллаштарчĕ. Вĕсем хĕрÿллĕ иртрĕç. Пневматика пăшалĕсемпе тĕл перессипе Кивçурт Енĕш команди малта пулчĕ, иккĕмĕш вырăна Германире службăра тăнă салтаксен, виççĕмĕшне «Союз офицеров» пĕрлешĕвĕн командисем тухрĕç. Вĕрен туртассипе финалта Кивçурт Енĕш тата Йĕпреç районĕнчи Пăкăян командисем тупăшрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре пĕрремĕшсем вăйлăрах пулчĕç. Виççĕмĕш вырăнта – казаксен отрячĕ. Çамрăксем 1000 метр чупассипе те тупăшрĕç.

Мероприятие ирттерме çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра тухтăрта тимлекен Владимир Алексеев тата Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Владимир Афанасьев пулăшрĕç.

Пухăннисем Совет Союзĕн Геройне Степан Илларионова асăнса лартнă музей-çурта çитсе курчĕç.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика