Ялан халăх асĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019, 10:19 Просмотров: 365

Мăн-явăшсем хăйсен ентешне, Совет Союзĕн Геройне Федор Иванович Ашмарова, халалласа уçнă аллейăна, ун ятне панă урама ялан тирпейлĕ-таса тытма тăрăшаççĕ. Ял старости Иван Александрович Федоров шантарнă тăрăх, Герой çуралнă вырăнсене çывăх вăхăтра йăлтах çĕнетсе улăштармалла, илем кÿрекен йывăçсем лартса çитĕнтермелле.

Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса килнĕ май, ялти краеведени тата шкулти Çарпа Ĕç Мухтавĕн музейĕсенче иртнĕ вăрçă кунĕсене сăнлакан стендсене çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатрĕç. Халĕ вĕсенче Совет Союзĕн Геройне Ф.Ашмарова халалласа çырнă хайлавсем тăрăх вулакансен конференцийĕсем иртеççĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А.Васильевăн хушăвĕпе монументсемпе аллейăсене тирпей-илем кĕртсе çитерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене сума суса лартнă палăксем умĕнчи плитасем çине фронтра пуçĕсене хунă салтаксен, хыпарсăр çухалнисен тата яла сусăрланса таврăннă, каярахпа çут тĕнчерен хăвăрт уйрăлнă ентешсен ячĕсене ылтăн саспаллисемпе çырса хунă.

Çăкаллă Явăшра çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕсенчен Алексей Терентьевич Терентьев çеç пĕччен тăрса юлнă. Вăл вăрçă çулĕсенче вутра та çунман, шывра та путман, çĕршыва хăйĕн кăкрипе хÿтĕленĕ, тăшмана çĕнтернĕ.

Владимир МОСКВИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика