Паттăрлăх чĕрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019, 10:20 Просмотров: 703

Аслă Çĕнтерÿ уявĕн сумне ачаран туйса ÿснĕрен пулĕ чунра мăнаçлăх туйăмĕ çултан çул çирĕпрех те çирĕпрех пулса пырать.

Шухăшпа шкул вăхăтĕнчи Çĕнтерÿ кунне «таврăнатăн» та куç умне тÿрех ялти палăк умĕнчи чаплă митингсем тухса тăраççĕ. Уйкас Кипек ял Советне кĕрекен кашни ялта мăнаçлăн иртетчĕç вĕсем. Мероприятие пĕр шкул ачи юлмасăр хутшăннă. Палăк умĕнче улшăна-улшăна хисеплĕ караул тăраттăмăр. Унта вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракансем кăна тăма тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿ уявне вара самай малтанах хатĕрленме тытăннă. Халĕ чечек кăшăлĕсене ирĕклĕнех туянма май пур. Эпир вара ăна класпа ăсталаттăмăр. Кашни чечек-çулçине касса кăларнă-çĕленĕ, пăралукран ăсталанă кăшăл çине çирĕплетнĕ. «Ытла та хитре!» – тетчĕç аслăраххисем.

Пирĕн Кивçурт Енĕш ялĕнче вăл вăхăтра вăрçа хутшăннисем чылайăнччĕ. Салтакри пек черетпе тăратчĕç вĕсем халăх умĕнче, кăкăрĕсем çинче орден-медалĕсем ялкăшатчĕç. Константин Алексеевич Алексеев, Михаил Васильевич Васильев, Павел Данилович Данилов, Лазарь Иванович Иванов, Владимир Константинович Константинов, Христофор Матвеевич Матвеев, Роман Мефодьевич Мефодьев, Алексей Порфирьевич Порфирьев, Яков Фадеевич Фадеев мирлĕ пурнăçра та тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе паттăрлăх кăтартрĕç. Шел, çак фронтовиксен речĕ те хăвăрт сайралчĕ. Паян Кивçурт Енĕшре вăрçă участникĕсенчен никам та пурăнмасть.

Пĕтĕмпе вара ялтан, 70 килтен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 63-ĕн хутшăннă. Шел те, çухату ыратăвне чылай амăшĕ, чылай çемье туйнă – 24 çын паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Çĕнтерÿпе таврăннă 39 салтакран та çуррине яхăнĕн сурансене пула ĕмĕрĕ вăрăм пулман, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕскерсем ирех çĕре кĕнĕ.

Кивçурт Енĕш халăхĕ ку ялта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕпе Степан Илларионович Илларионовпа та мухтанать.

Çак паттăрлăх яланах пирĕн асăмăрта, чĕрере. Хальхи тата килес ăрусем те вилĕмле хăрушлăх умĕнче çухалса кайман, пĕтĕçсе фашистсене çапса аркатнă халăхпа ĕмĕрсем хушши мухтанĕ.

Кивçурт Енĕшре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кашни салтакăн ятне, сăнÿкерчĕкне клубри стендра кăтартнă. Ветерансем юлман пулин те, чаплă митингсем иртме пăрахман-ха. Çакă та паттăрлăх йĕрне малалла тăсакан паллă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика