Тавăрас тенĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019, 10:20 Просмотров: 386

 

Вăрнар район прокуратури 53-ри хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.

Ăна «потребительсен пурнăçĕшĕн е сывлăхĕшĕн хăрушсăрлăха тивĕçтермен тавара е продукцие сутас тĕллевпе хатĕрлени, упрани е сутни» статьяпа айăплаççĕ. Кунсăр пуçне преступлени çинчен юриех суйса пĕлтернĕшĕн те айăплав тăратнă.

Малтанхи следстви вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, вăл «Этил спирчĕн, алкоголь тата спиртлă продукцин çаврăнăшне тата производствине патшалăх енчен йĕркелесси тата алкоголь продукцине усă курассине чакарасси çинчен», «Потребительсен прависен хÿтĕлевĕ çинчен», «Апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ çинчен» саккунсене пăснă. Хĕрарăм хăйĕн килĕнче пĕр арçынна пĕр кĕленче (0,231 л) килте хатĕрленĕ спиртлă шĕвек сутнă.

Ку тĕслĕхчен те гражданка çакăн пек преступленишĕнех суд тенкелĕ çине ларнă. Анчах çакăн хыççăн та хăйĕншĕн тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем туман, юсану çулĕ çине тăман. Суйса пĕлтернĕшĕн уголовлă явап кĕтнине асăрхаттарнă пулин те, хĕрарăм хирĕçле заявлени çырнă. Полици сотрудникĕсем ун кил-çуртĕнче саккунлă шырав ирттернĕ вăхăтра укçа çаратнă имĕш. Çапла тавăрас тĕллев пулнă унăн.

Заявление Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕрĕсленĕ. Укçа вăрланă тесе евитлени чăна килмен. Уголовлă ĕçе Вăрнар район судне пăхса тухма янă.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика