ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Йывăрлăха пăхмасăр – малаллах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019 10:21 Просмотров: 137

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн анлă уйĕсенче техника чарăнмасăр ĕçлет

Паян виççĕренпех ура çинче. Утассене шутлакан сехет, ак, халех сакăр километр утнине кăтартать. Темиçе уя урлă та пирлĕ пăхса çаврăнтăм... «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла обществăн генеральнăй директорĕн Николай Аливановăн çак сăмахĕсем вăл чăн-чăн çĕр çынни пулнине çирĕплетеççĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ те, унăн халĕ пĕр канăç та çук. Çавăнпах та хĕвелĕн пĕрремĕш çу-типех вăранать ĕнтĕ вăл.

– Кăçал ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çул питĕ йывăррăн пуçланчĕ. Шухăшлаттараканĕ, чĕрене ыраттараканĕ – кĕрхисем 100 проценчĕпе тенĕ пекех пĕтни. Вĕсене хăй вăхăчĕпех акса хăвартăмăр, тĕрлĕ удобренисемпе апатлантартăмăр, анчах та июль–сентябрь уйăхĕсенче çумăр пулманнипе вĕсем вăй илсе аталанаймарĕç, – терĕ вăл шухăшлăн пысăк лаптăкăн-лаптăкăн хура уя сăнаса.

Паллах, кулянмасăр май та çук. Пĕлтĕр хывса хăварнă 2450 гектар пуçĕпех пĕтнĕ тесен те юрать. Кăмпал çумĕнчи 35 гектара яхăн лаптăк кăна лайăх хĕл каçнă. Николай Аливанов ку уя шĕвек каяшпа шăварни çăлса хăварнине палăртрĕ. Çанталăк ура хуман пулсан, ытти уйсем те кунти пекех сип-симĕс «кавирпе» илĕртмеллеччĕ.

Виçĕмкун районта ĕçлĕ визитпа пулнă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн уйĕсене те çитсе курчĕ. Лару-тăрупа Чăваш ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн президенчĕ Юрий Попов та паллаштарчĕç. Кăмпал çывăхĕнчи лаптăкри тулă лайăх калчаланнине, тĕмленнине палăртрĕç.

Атакланайман кĕрхисем вырăнне çурхисем йышăнĕç. Çавна май кăçалхи ака планне пĕчĕкех мар улшăнусем кĕнĕ. Кукуруза тата урпа уйĕсем пысăкланĕç. Хальлĕхе 3500 ытла гектар урпа акнă. «Иртнĕ шăматкун кукуруза акма тытăнтăмăр. Ку культура пирĕншĕн пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Кăçал вăл пĕлтĕрхинчен 1000 гектар ытларах йышăнĕ, пĕтĕмпе 2500 гектар çинче çитĕнĕ», – терĕ предприятин генеральнăй директорĕ.

Пысăк пайĕ выльăх апачĕ валли каять. Май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта мăйракаллă шултра выльăх йышне 4300 пуçа çитернĕ. Çавна май апат планĕ те пысăкланнă. «Кунне ĕне-пăру-вăкăрсене тăрантарма 150 тонна масса кирлĕ. Пирĕн кăçал сахалтан та 35–40 пин тонна силос хывса хăвармалла, унсăрăн тупăш пирки те, сĕтпе аш-какай пахалăхĕ пирки те калаçмалли çук», – терĕ Николай Аливанов.

Сăмах май, кăçалхи тăватă уйăхра Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сĕт тата аш-какай производстви палăрмаллах ÿснĕ. Районăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе, сĕт туса илессин 61 проценчĕ шăпах ку предприятин тÿпи. Сутассипе кăтарту тата пысăкрах. Кунсерен Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнчен пысăк пахалăхлă 30 тонна сĕт ăсанать.

Агрохолдинг ертÿлĕхĕ аталанас тĕллевлĕ пулнине тепĕр ырă тĕслĕх те аван çирĕплетет. Çурхи уй-хир ĕçĕсем тĕлне кукурузăна тĕп-тĕрĕс, тикĕс акакан 16 ретлĕ хальхи йышши сеялка туяннă. Пысăк технологиллĕ техника 12 млн тенкĕ тăрать. Ăна иртнĕ шăматкун кăна ĕçе кĕртнĕ. Виçĕмкун пысăк хăнасем вăл ĕçре хăйне мĕнле кăтартнине пăхса савăнчĕç. Кукуруза вăрри чăннипех те «ăслăн» çĕр çине хывăннине тĕрĕслерĕç.

Çĕнĕ техникăна çамрăк, анчах опытлă механизатора – Андрей Федотова шанса панă. Аш-какай комбинатĕнче вăл 12 çул ытла тимлет. Агроном пĕлĕвĕллĕ Туçи Çармăс каччи. Ăна ку предприятире хăйĕн профессийĕпе те ĕçлеме сĕннĕ иккен, анчах та çамрăк хăйне техника ытларах илĕртнипе килĕшмен. Хăватлă «Джон-Дир» çине кăкарнă çĕнĕ техникăпа ĕçлеме çав тери кăмăллă пулнине пытармарĕ Андрей Федотов.

Унпа пĕрле уйра паян, тĕпрен илсен, вуникĕ механизатор вăй хурать. Хĕрÿ вăхăтра вĕсем ĕçе ирхи 5-ренех тытăнаççĕ, хура çĕре шуратас тесе тĕттĕмленичченех тăрăшаççĕ. Предприяти ертÿçи çакăншăн вĕсене ырларĕ, тав турĕ.  

Сăмах май каласан, техникăна çĕнетессине кунта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал кăна, акă, ăна 30 млн тенкĕлĕх туяннă. Сеялкăсăр пуçне – утта рулонлакан икĕ пресс тата косилка. Ĕмĕтре çавăн пекех – комбикорм цехне çĕклесе лартасси те.

Хальхи вăхăтра вара тимлĕхре çăкăр уйĕ. Çавăнпа та ĕç çыннисен те, ертÿлĕхĕн те канăç çук.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ