ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Иван Эйзенбраун – Вăрманкас мухтавĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019 10:21 Просмотров: 113

Светлана Ивановна Якимовăпа, вăрçă ачипе, «Вега» санаторире паллашса туслашрăмăр. Ун патне хăнана кайсан хамăн «Нинель» тата «Освободители» кĕнекесене хаваспах парнелерĕм.

Калаçнă май Светлана Ивановнан тăванĕсем те иртнĕ вăрçăра паттăррăн çапăçни çинчен пĕлтĕм. Çемье альбомĕпе паллашнă чухне вăл ашшĕ пирки каласа кăтартрĕ.

– Атте, Иван Васильевич, 1911 çулта Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралнă, – васкамасăр пуçларĕ калаçăва Светлана Ивановна. – Шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт колхозра, унтан чукун çул çинче ĕçленĕ. Вăрнарта фосфорит заводне тума тытăнсан унта куçнă. Кунти стройкăра нимĕçсем те тăрăшнă. Атте вĕсенчен пĕринпе çывăх туслашнă, темшĕн-çке ăна ют çĕршыв çыннин хушамачĕ питĕ килĕшнĕ. Ытарайманнипе атте унăн хушаматне йышăннă, çапла Васильевран Эйзенбраун пулса тăнă. Каярахпа атте мăшăрланнă та Улатăра тухса кайнă. Кунти чукун çул техникумĕнче ĕçлеме тытăннă. Вăрçă умĕн ăна Канаша куçарнă, чукун çул станцийĕнчи партком секретарьне суйланă. Эпир вокзал çывăхĕнче пурăнаттăмăр. 1943 çулта аттене вăрçа илсе кайрĕç, çулталăкран вăл вилни çинчен çыру илтĕмĕр.

Ашшĕне ăçта пытарнине пĕлес тĕллевпе Светлана Ивановнăпа тăванĕсем вуншар çыру çырнă. Анчах ниçтан та майлă хыпар кĕтсе илеймен.  

– 2014 çулта Оля мăнукăм Интернет урлă атте вилтăприйĕ вырăнне тупма пултарчĕ, – терĕ Светлана Ивановна. – Атте Ленинград облаçĕнче пуç хунă, ăна кунтах пытарнă. Çав çулах çемьепе, ывăлăмпа тата мăнукăмпа атте ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна – Выборга – тухса кайрăмăр. Вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хутăмăр.

Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче иксĕлми паттăрлăх кăтартнă, нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн фронтра та, тылра та хăйсене шеллемесĕр çапăçнисен тата вăй хунисен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр халĕ пурăнакансен, çавăн пекех килес ăрусен асĕнче пулччăр.

Çĕнтерÿ кунĕ

Боброво. Тăванла масар...

Пуçа усса тăратăп.

Чĕреçĕм, чунăм лăпкă мар,

Куççулĕме шăлатăп.

Хĕп-хĕрлĕ чĕрĕ чечексем

Вут-хĕмĕн тĕлкĕшеççĕ.

Кунта вĕçмеççĕ кайăксем,

Ир-каç чĕвĕлтетмеççĕ.

Салтак пек яштака хырсем

Шăп-шăпăрт, кашламаççĕ,

Фронтра пуç хунă паттăрсен

Канăçлăхне сыхлаççĕ.

Боброво çĕрĕнче паян

Пуçа усса тăратăп:

«Ан пултăр вăрçă нихăçан», –

Тесе чĕререн калатăп.

Нина ГРЕЧКО,

командир хĕрĕ, вăрçă ачи.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ