Ентешсен паттăрлăхĕ манăçмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019, 10:22 Просмотров: 413

Апай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă кăсăклă самантсем пирки, унта хăй те хутшăннă май, чылай каласа кăтартатчĕ. Вăрçă тухнă кун пирки вăл акă мĕн пĕлтернĕччĕ: «Эпĕ те, вунпиллĕкри хĕрача, Вăрнара Акатуйне кайрăм. Кăнтăрла тĕлнелле сасартăк халăх хумханма тытăнчĕ, унта та кунта «Вăрçă тухнă!» тени илтĕнме пуçларĕ. Хĕрарăмсем макăраççĕ, арçынсенчен хăшĕсем йăтăнса аннă хуйха эрехпа пусарма пикенчĕç, теприсем килĕсене саланма васкарĕç. Хăшпĕрисем тăвар, супăнь, шăрпăк туянма пуçларĕç».

«Эпĕ пурăнакан Сурнар ялĕнчи колхоз «Красная Чувашия» ятлăччĕ. Председателĕ Дмитрий Антонович Уткинччĕ. Ялта ăна Антун арăм Митюкĕ тетчĕç. Пирĕн колхозран вăрçа чи малтан каякансем шăпах председатель тата Василий Михайлович Рыбаков лесник пулчĕç. Ял-йыш вĕсене ăсатма тухни, Рыбаков лесник çулталăкри Севка ывăлне, председатель пĕчĕк Толине йăтса ташлани асра. Тапранас умĕн Митюк пичи колхозниксем умĕнче сăмах каларĕ, пире, çамрăксене, 5-шер пус тыттарчĕ те: «Эпир таврăниччен колхоза ан салатăр», – тесе сывпуллашрĕ. Шел, иккĕшĕ те вăрçăран таврăнаймарĕç», – аса илетчĕ вăл.

Апай каласа панинчен тепĕр самант пуçран тухмасть. Хăйне вăрçа илсе кайиччен вăл пĕр вăхăт колхозра кладовщикра ĕçленĕ. Пĕррехинче питĕ тĕлĕнмелле ĕç пулса иртнĕ, Сурнар ялĕ тĕлĕнче семафор хупă пирки анăçалла каякан поезд чарăннă.

«Пăхатăп, ыраш хушшипе пĕр салтак чупать. Пата çитсен хамăршăн ют мар Микита пичине палласа илтĕм. Татьян, эпир вăрçа каятпăр, санăн çимелли мĕн те пулин пур-и, тет. Кĕлетре колхозниксем валли пĕçернĕ çăкăр пурччĕ. Пур, тетĕп. Хумханнипе алăсем чĕтреççĕ, кĕлет уççине ниепле те уçаймастăп. Вăл мана хулран тытса çĕкленипе кăна уçма пултартăм. Микита пичине икĕ çавра çăкăр тыттартăм. Вăл вара тăракан поезд патнелле чупрĕ, çитнĕ çĕре поезд тапранчĕ. Микита пичи малтан çăкăрне вакуна печĕ, хыççăн салтаксен аллисенчен тытса хăй те сикрĕ. Кайран çак çăкăр хакне Микита пичин арăмĕн – Ульяна Степановнан – ĕç укçинчен тытса юлчĕç», – çак саманта аса илетчĕ апай.

Телее, Микита пичи вăрçăран чĕрĕ-сывах таврăннă. Эпĕ астăвасса, питĕ ăста платникчĕ. Унпа калаçма кăмăллăччĕ. Манăн апая хисеплесе йăмăк тесе чĕнетчĕ. Фронта каякан поезд Сурнар урамне хирĕçех чарăннине пула тăван ялăн çемçе çăкăрне астивме май килни çинчен аса илтерсен: «Вăл, çуралса ÿснĕ çĕр çинче туса илнĕрен-ши, маншăн талисман вырăннех пулчĕ пулас, мĕн вăрçă тăршшĕпех унăн тутине туяттăм», – тетчĕ.

Пăртасран фронта 346 çын тухса кайнă, 169-шĕ кăна каялла таврăннă. Вуниккĕшĕ офицер пулнă, улттăшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Паттăрсен ячĕсем ялти Асăну палăкĕ çинче. Прокопий Александрович Яшуткин лейтенанта 1942 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Калинин облаçĕнчи Голодаевка ялĕнче пытарнă. Варсонофий Михайлович Рябчиков кĕçĕн лейтенант 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче Ленинград облаçĕнчи Волхов районĕнчи Назия ялĕнче пуç хунă. Илья Михайлович Михайлов кĕçĕн лейтенант 1943 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче паттăррăн çапăçса вилнĕ, ăна Смоленск облаçĕнчи Монастырщино районĕнчи Пепелевка ялĕнче пытарнă. Михаил Антонович Антонов аслă лейтенант 1943 çулта хыпарсăр çухалнă. Леонид Илларионович Лазарев лейтенантăн пурнăçĕ 1944 çулхи юпа уйăхĕнче Витебск облаçĕнчи Полоцк районĕнчи Мазурино ялĕнче татăлнă. Александр Иванович Иванов кĕçĕн лейтенант Çĕнтерÿ кунĕччен икĕ эрне маларах пуçне хунă. Ăна ăçта пытарни те паллă мар.

Яла таврăннă офицерсене илес-тĕк, танк командирĕ пулнă Леонид Васильевич Зайцев кĕçĕн лейтенант 1954 çулта хĕрĕхре çĕре кĕнĕ. Иван Платонович Платонов пĕр вăхăт ялсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă, 1982 çулта утмăл иккĕре пирĕнтен уйрăлса кайнă. Петр Ильич Скворцов капитан сакăрвунна çитсе çĕре кĕнĕ. Пăртасри шкулта çар ĕçне вĕрентетчĕ, ĕç урокĕсене ертсе пыратчĕ. Ачасене патриотла воспитани парас енĕпе нумай вăй хучĕ. Май уявĕсем умĕн демонстрацие хатĕрленсе пирĕнпе репетицисем ирттеретчĕ. Праçник кунне вăл ертсе пынипе, ялавсемпе транспарантсем йăтса, «По долинам и по взгорьям», «Смело, товарищи, в ногу», «Катюша» юрăсем юрласа, «Урра!» кăшкăрса ялти чи вăрăм урам тăрăх утаттăмăр. Ун чухне шкулта тăватçĕре яхăн ача вĕренетчĕ. Учительсемпе пĕрле самаях пысăк колонна пуçтарăнатчĕ, пире ял çыннисем те хапхисем умне тухса саламлатчĕç. Ноябрь праçникне уявлама, ялти клуба туса пĕтерейменнине пула, Петр Ильич пире стройпа Çарăклăри клуба илсе каятчĕ.

Павел Иванович Ефремов лейтенант 1994 çулта çитмĕл пиллĕке çитсе çĕре кĕчĕ. Ăста платникчĕ, аттепе туслăччĕ. Григорий Петрович Петров кĕçĕн лейтенант 76 çул пурăнчĕ. Ялти шкулта биологи тата географи предмечĕсене вĕрентетчĕ. Атте – Николай Иванович Иванов кĕçĕн лейтенант – 2004 çулта сакăр вун пĕррере çĕре кĕчĕ. Вăрман хуçалăхĕнче тата вăрман пунктĕнче вăй хучĕ.

Пирĕн ялтан вăрçа хутшăннисем хушшинче икĕ хĕрарăм пулнă. Пĕри – Тулти Пăртасра 1918 çулта çуралнă Христина Александровна Александрова, вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тепри – манăн апай Татьяна Давыдовна Иванова. Вăл 1915 çулта çуралнă, Çĕнтерÿ кунне Германире кĕтсе илнĕ, 2015 çулта тăхăрвуннă тултарсан çĕре кĕчĕ.

Вăрçăран тăван яла 177 çын таврăнайман: вĕсенчен 92-шĕ çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă, 70-шĕ хыпарсăр çухалнă, 12-шĕ госпитальсенче куçĕсене хупнă, виççĕшĕ тыткăнра асапланса вилнĕ. Пăртасри вăрçă участникĕсенчен чи нумай пурăнаканĕ Василий Михайлович Михайлов пулчĕ, вăл 2016 çулта 96 çула çитсе пурнăçран уйрăлчĕ.

Фронтовиксен портречĕсене тăванĕсем çулсерен Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» йышĕнче мăнаçлăн йăтса утаççĕ, вĕсен иксĕлми паттăрлăхĕ нихăçан та асран тухас çуккине çирĕплетеççĕ.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика