ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Уй-хирте

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2019 10:22 Просмотров: 94

Çурхи ĕçсем сарăлса пыраççĕ. Районĕпе илсен, çу уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 10719 гектар акнă е плана 67 процент пурнăçланă.

Кĕр тыррисем пысăк тухăç параççĕ, анчах та хресчен шанни тÿрре тухаймарĕ. 4238 гектар çинчи калчасем çу кунĕсенче вăй илеймерĕç.

Аграрисем пĕтнĕ лаптăксенче тепĕр хут тырă акрĕç. Çак вăхăт тĕлне ĕç кăтартăвĕ – 1960 гектар (46 процент). Хура çĕре çĕнĕрен шуратса пĕтернĕ организацисем – «Мураты», «Победа», «Броневик», «Знамя» кооперативсем, Вера Дмитриева, Алексей Игнатьев, Михаил Тарасов, Виталий Яковлев, Николай Герасимов фермерсен хуçалăхĕсем.

Районĕпе илсен, техника культурисене 798 гектар акнă.

Игорь Сергеев тата Александр Аврамов фермерсен хуçалăхĕсенчи «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче те ĕç шавĕ илтĕнет. Çĕрулмине пĕтĕмпе 42 гектар лартнă.  

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ