ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пĕлнĕ пулсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.05.2019 14:59 Просмотров: 175

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Чăнах та, тăваттăри ывăл-не пĕрле тракторпа илсе çÿренĕ ашшĕ те япăххи çинчен шутламан ĕнтĕ.

Анчах халĕ темле ÿкĕнсен те вăхăта каялла тавăраймăн. Пĕчĕкскерĕн, трактор кабининчен ÿкнĕскерĕн, пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Çемьене чăтма çук хуйхă кÿнĕ инкек районта май уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулнă.

«Арçын çав кун хăйĕн çĕр участокне тракторпа навус турттарнă. Ывăлĕ ыйтнипе ăна та пĕрле илнĕ. Тракторпа пынă чух ача асăрхамасла хыçалти чÿрече хăлăпне лекнĕ, вăл уçăлнипе кабинăран тухса ÿкнĕ. Прицеп турти çине ÿксе йывăр суранланнă вăл. Арçын ачан пурнăçне çăлса хăварайман, больницăна çитернĕ пулин те кунта унăн чĕри тапма чарăннă.

Уйрăм хуçалăхра усă курнă трактор та, прицепĕ те техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Арçыннăн унпа çÿреме ирĕк паракан права пулнă», – пĕлтерет Гостехнадзорăн республикăри патшалăх инспекцийĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ