Лăпкă пулман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.05.2019, 14:59 Просмотров: 708

Уяв кунĕсем пушар сÿнтерекенсемшĕн хальхинче те лăпкă килмен. Мĕнпур çын каннă вăхăтра вĕсем уйрăм хуралта тăнă. Сăлтавĕ те пулнă.

Май уйăхĕн 3-мĕшĕнче, акă, Кÿлхĕрринчи инкек вырăнне тухса кайма тивнĕ. Кунта пĕр хуçалăхра хуралтăсем çунса сиенленнĕ. Çулăм мĕнле тивсе илнине, сарăлнине палăртассипе яваплă службăсем халĕ те тимлеççĕ.

Тепĕр икĕ пушар çак тапхăрта Услантăр Енĕш ялĕнче алхаснă: май уйăхĕн 4-мĕшĕнче тата 8-мĕшĕнче. Пĕрремĕш тĕслĕхĕнче çĕрле мунча çунса кĕлленнĕ. «Пушар сăлтавне паянхи куна çирĕплетсе калама пултараймастпăр. Тĕрĕслевсем вĕçленмен. Апла пулин те унчченхи кунсенче мунчана хутманни паллă. Хуралтăсем кивĕ, тахçанхи пулнине кура, вут-çулăм электрооборудованирен тивсе илме пултарни малтанхи тĕп версисен шутĕнче», – пĕлтерчĕç асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.

Услантăр Енĕшри тепĕр пушар тĕлĕшпе те тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ. Каçхине 20 сехет иртсен «хĕрлĕ автан» пĕр йывăç çурта çавăрса илнĕ-мĕн, çывăхри хуралтăсене те хăварман.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче вара Мăн Турханта хуралтăсем çуннă, çулăм кирпĕч çурта та сиен кÿнĕ. «Ку хуçалăхра çула çитмен ачасем çÿп-çап пухса чĕртсе янă. Хăйсем кăвайта тахăш самантра асăрхавсăр хăварнă. Çулăмĕ вара типĕ курăкпа ирĕклĕнех çурт-хуралтăсем çывăхне çитнĕ», – ăнлантарчĕç пушар сăлтавне асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем.

Вĕсем вут-çулăмпа çав тери тимлĕ пулмаллине те асăрхаттараççĕ. Юлашки вăхăтра çуллахи пек шăрăх хуçаланать. Пушар хăрушлăхĕ пысăк. Ачасен аллине шăрпăк лекессинчен уйрăммăн сыхланмалла, вĕсем аслисен кулленхи асăрхавĕнче пулмалла.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика