Çĕр çинчи пурнăçшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.05.2019, 15:00 Просмотров: 346

Вăрнарти «Ручеек» ача садĕнче «Çĕр çинчи пурнăçшăн» ятпа иртнĕ уявра совет халăхĕн вăрçăри паттăрлăхне пысăк вырăн уйăрчĕç.

Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ вăрçă вăхăчĕпе, совет салтакĕсен хăюлăхĕпе, чăтăмлăхĕпе çыхăннă видеопрезентацие шыв сыпнă пек тимлесе пăхрĕç.

Уяв тĕлне ача сачĕн воспитанникĕсем пултарулăх номерĕсем хатĕрлерĕç. Пĕчĕк артистсем «Катюша» тата «Разведчиксем» ташăсемпе тыткăнларĕç. Вальс тата «Хĕрлĕ мăкăньсем» ташă та пухăннисене килĕшрĕ. «Амăшĕн баллади» инсценировка вара нумайăшĕн куçĕсене куççульлентерчĕ.

Çар теми ачасене çывăх пулни савăнтарчĕ. Уяв пурин чĕрине те пырса тиврĕ, асра юлчĕ.

Светлана ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика