Парăмсем çук-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.05.2019, 15:01 Просмотров: 438

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче пĕтĕм Раççейĕпех «Хăвăн парăмсем çинчен пĕл» информаци акцине йĕркеленĕ. Асăрхаттару мероприятине суд приставĕсен службин районти пайĕ те хастар хутшăнчĕ.

Акци вăхăтĕнче приставсем халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче район çыннисемпе тĕл пулнă. Вĕсем граждансене камăн парăмсем пуррине пĕлтернĕ, «Пурнăçлав производствисен даннăйĕсен банкĕ» сервисăн ĕçĕпе паллаштарнă. Ку сервис пулăшнипе çынсем хăйсен е çывăх çыннисен тÿлесе татман парăмĕсем пурри-çуккине тĕрĕслеме пултарнă. Суд приставĕсем çавăн пекех служба ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене те хуравланă.

Аса илтеретпĕр: «Пурнăçлав производствисен даннăйĕсен банкĕ» сервиса суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн официаллă сайтĕнче (r21.fssprus.ru) çăмăллăнах тупма пулать. Вăл гражданинăн ячĕ-хушамачĕ, ашшĕ ячĕ, çуралнă кунĕ, юридици сăпачĕн е уйрăм предпринимателĕн ячĕ тăрăх пурнăçлав производстви çинчен информацие пĕлме май парать. Саккунпа килĕшÿллĕн ку сведенисем пурнăçлав производствисене хупиччен пуриншĕн те уçă шутланаççĕ.

Сервис парăмсем тĕлĕшпе тулли информаципе тивĕçтерет. Çав шутра – парăмçăн даннăйĕсем, документ номерĕ, парăм виçи, суд приставĕсен вырăнти пайĕн адресĕ, суд приставĕн хушамачĕ тата телефонĕ пирки те.

И.СЕМЕНОВА,

суд приставĕсен службин районти пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика