ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Хĕненĕ те мунчана хупнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019 11:49 Просмотров: 92

Пĕрле каварлашса икĕ çынна саккунсăр майпа ирĕксĕр хăварнă 24-ри хĕрпе каччă суд тенкелĕ çине ларнă.

Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем пухнă материалсене шута хурса, суд вĕсем тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларнă. Айăплавĕ условнăй майпа: пĕрин – виçĕ çул, теприн – 3 çул та 5 уйăх. Сăмах май, çамрăк çын тепĕр преступлени те тунă – хĕçпăшал вырăнне усă куракан япалапа çын сывлăхне вăтам сиен кÿнĕ.

Киревсĕр ĕçсем пĕлтĕрхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Чăрăшкас Хирлепре пулнă. Хайхи çамрăксем халĕ айăпланнă хĕрĕн аппăшĕ патне хăнана килнĕ-мĕн. Эрех ĕçнĕ ĕнтĕ. 24-ри каччăпа çав çуртрах хăнара пулнă тепĕр арçын хĕрсе пынăçемĕн вăрçăнма тытăннă. Кĕçĕнреххи аслăраххине икĕ хутчен питĕнчен мăлатукпа туртса çапнă. Лешĕн аялти янах шăмми хуçăлнă. Вăл ÿксен те çамрăк ăна тата икĕ хутчен пырса тапнă.

«Арçын хăйне хĕнени çинчен йĕрке хуралĕн органĕсене пĕлтерме пултарнă-çке. Ăна чарас тесе хĕрпе каччă арçынна мунчана илсе кайса тул енчен питĕрнĕ. Мунчара вара çав вăхăтра хĕрĕн тетĕшĕ çывăрнă. Вăл, пĕрле эрех ĕçсе минренĕскер, хăех унта çывăрма кайса выртнă пулнă. Çамрăксем мунча алăкне тĕкĕленĕ те преступлени вырăнĕнчен çухалнă. «Читлĕхри» арçынсем вара, темле тапăçлансан та, мунчаран тухайман. Тепĕр ирхине кăна алăка тĕкĕленĕ парттăна тĕксе куçарма май килнĕ», – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ