Депутат парнисемшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019, 11:51 Просмотров: 326

Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма хавхалантарни – çав тери паха тĕслĕх. Уйрăмах спортра.

Çакă кĕçĕннисене пурнăçри тĕллевне тупма пулăшакан мелсенчен пĕри те. Тепĕр енчен, ырă ĕç çынна хăйне те вăй парать, ыттисене те çакнашкал утăм тума хистет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов çак шухăша тĕпе хывнă та ĕнтĕ. Вăл ачасене футболта аталанма пулăшасшăн.

Иртнĕ эрнере, акă, ун парнисемшĕн Вăрнарта республикăри уçă турнир пулнă. Унта 9–10 çулти ачасен ултă команди тупăшнă: Вăрнарти «Рассвет», «Ибреси», «Канаш», «Янтиково» командăсем, Çĕрпÿри «Естет» тата Чулхула облаçĕнчи Воротынец хулинчи «Волга».

Çамрăк спортсменсене ăмăрту йĕркелÿçи хăй, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламланă.

Хĕрÿ тупăшусенче Вăрнар район командине çитекен пулман – «Рассвет» чемпион пулса тăнă. Ку командăри Иван Мошкин «Чи лайăх футболист» ята тивĕçнĕ. Тренерĕ – Геннадий Герасимов.

Чулхула облаçĕнчен килнĕ команда 2-мĕш вырăна, йĕпреçсем 3-мĕш вырăна тухнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика