Стартра – пĕтĕм Раççейпе пĕрле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2017, 09:15 Просмотров: 581

Пĕтĕм Раççейри «Нацисен Кросĕ» массăллă чупăва районсенче те ирттерме пуçланăранпа ун тусĕсем çулран çул хушăнса пыраççĕ. Кăçалхи старта акă тĕрлĕ ÿсĕмри 1168 çын хутшăнчĕ. Район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организаци ертÿçисем яланхиллех ырă тĕслĕх кăтартрĕç, Вăрнар районĕ спорта çÿле çĕкленине çирĕплетрĕç.

Ветерансене – уйрăммăн хисеплĕ сăмах. Вĕсем çулсем иртсен те хастарлăха чакарманнине ырламалла кăна. Ярмушкари Нина Кондратьевана акă çулсеренех çĕнтерÿ пьедесталĕ çинче курма пулать. Юлашки вăхăтра çăмăл атлетикăн хăвăрт утас тĕсĕпе ытларах кăсăкланать пулин те чупура та çитĕнÿ тума пăрахмасть вăл. 60 çултан аслăраххисем хушшинче Нина Кондратьева кăçал та çĕнтерÿçĕ Кубокне тивĕçрĕ. Арçынсенчен ку ушкăнра Çĕрпелти Иван Николаев чи хăвăртти пулчĕ.

36–60 çулхисенчен харпăр хăй ÿсĕм ушкăнĕнче çавăн пекех Борис Семенов (Пăваяль), Леонид Петров (Пăртас), Надежда Андреева (Çĕрпел), Андрей Андреев (Вăрнар), Ирина Петрова (Аçăмçырми), Ирина Максимова (Мăн Турхан) финиша чи малтан çитрĕç.

Çамрăксенчен дистанцие çиçĕмле вĕçлекенĕсем – Александр Политов (Ершепуç), Эмилия Концова («Рассвет» ДЮСШ), Иван Иванов (Кĕçĕн Кипек), Настя Петрова (Калинино ял тăрăхĕ).

Шкул ачисен старчĕсем – яланхиллех чи массăллисем. «Нацисен кросне» çулсеренех пĕр шкул юлми хутшăнать. Хăшпĕр вĕренÿ учрежденийĕсем 30-шар ача та тăратаççĕ.

Ачасем ултă ÿсĕмре тупăшрĕç. Чемпионĕсем çаксем: Данил Денисов, Алисия Пыркова, Анастасия Николаева, Катя Судова – Калинино, Ольга Скворцова, Кирилл Владимиров, Даниил Данилов – Аçăмçырми, Даниил Вековищев – Кульцав, Кристина Иванова – Хăмăш, Иван Иванов – Кĕçĕн Кипек.

Сывă пурнăç йĕркин тусĕсене стартсем умĕн Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, районăн тĕп физкультурникĕ Сергей Политов саламларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика