Никама та шеллемест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019, 11:58 Просмотров: 348

Роберт Кох профессор 1882 çулта туберкулез микробне уçнă. Вăл çÿхе патак евĕрлĕ, çавăнпа та ăна «Кох патакĕ» теççĕ.

Туберкулез «патакĕ» питĕ чăтăмлă. Вăл кислотаран та, спиртран та, пысăк температурăран та хăрамасть. Тĕттĕм, нÿрĕ вырăнсене юратать.

Вĕретнĕ шывра 30 минут хушшинче вилет. Çутă хĕвел пайăрки туберкулез микробне 30 минутран, ультрафиолет пайăрки 2–3 минутран пĕтерет.

Туберкулез мĕнле ерет-ха? Чирлĕ çыннăн сурчăкĕ çĕр çине тата урайне ÿкет. Унтан типсе тусанпа хутăшать. Сывă çын çак тусана сывласа илсе туберкулез «патакне» ертме пултарать.

Ытларах чухне «Кох патакĕ» этем организмне сывлав çулĕсем урлă лекет. Туберкулезпа чирлекен ÿсĕрсен, сунасласан хăй тавра сĕлеке-сурчăк сирпĕтет. Кунти сывлăша сывласан инфекци ертме пулать. Чирлĕ çыннăн япалине тĕкĕнесрен, аллине тытасран, пациента чуптăвасран асăрханмалла, çавăн пекех туберкулез инфекциллĕ выльăх-чĕрлĕхĕн, кайăк-кĕшĕкĕн аш-пăшне япăх пĕçерсе çисен, чĕрĕ сĕчĕпе çăмартине ĕçсен чир ерес хăрушлăх пысăк.

Стресс, пурнăç условийĕсем начар пулни, апат-çимĕç, уçă сывлăш çитменни, ĕçкĕ-çикĕпе аташни, пирус туртни, наркотиксене иленни, ватлăх, сахăр диабечĕ, вар-хырăм, ÿпке, 12 пумăклă пыршă чирĕсем, ВИЧ-инфекцисем иммунитета хавшатаççĕ, туберкулеза аталанма пулăшаççĕ.

Туберкулез чухне ытларах ÿпке сиенленет. Чир-чĕрĕн тĕп паллисем – каçсерен хытă тарлани, вăйсăрлăх, ÿт температури 37,1 – 37,5 градуса çитиччен ÿсни, виçĕ эрне е ытларах ÿслĕкпе пĕрле манка тухни, аппетит япăхланни, кĕлетке йывăрăшĕ чакни, кăкăр кăшкарĕ тĕлĕнче ыратни, сывлăш пÿлĕнни, юнлă сурни. Сирĕн çÿлте асăннă паллăсенчен пĕри пулсан васкасах тухтăр патне каймалла.

Туберкулеза вăхăтра палăртма пулăшакан тĕп меслет – флюорографи. Çак рентген тĕпчевне 15 çултан тытăнса ирттермелле. Çула çитменнисенчен Манту пробине те илеççĕ.

Вăхăтра сипленсен туберкулезран сывалма пулать.

Ирина ИВАНОВА,

фтизиатр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика