Çимĕк çывхарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019, 11:58 Просмотров: 432

Аслă уявччен – Çимĕкчен – вăхăт нумай юлмарĕ.

Упнер ял тăрăхĕнче пурăнакансем – хапăссем, анаткас-хăпассем, упнерсем, кивьял-хапăссем – масар территорине тирпейлĕх кĕртессипе хытах тăрăшрĕç. Алла ĕç хатĕрĕсем тытса çÿп-çапа пухрĕç, армак-чармак ÿснĕ, хăрса типнĕ тата ÿкнĕ йывăçсене касса тирпейлерĕç.

Сăваплă вырăнăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Субботникре 50 ытла çын тăрăшрĕ. Упнер ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, масара тирпей-илем кĕртессипе кĕркунне те тимлеме палăртаççĕ.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика