Çивĕч ыйтусем çĕклерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019, 11:59 Просмотров: 351

Юнкун Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе Чăрăш Ишекре тĕлпулу питĕ çивĕч те шавлă иртрĕ.

Ку тăрăхра пурăнакансем обществăпа политика пурнăçĕпе кăсăкланни халăх йышĕнчен аван курăнчĕ – тĕлпулăва ытти çĕртинчен самай нумайраххăн хутшăнчĕç.

Влаç представителĕсем килнĕ май, хăйсене хумхантаракан ыйтусене уççăнах пĕлтерчĕç вĕсем. Чи пăшăрхантараканни – йăлари каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕрки. Кунта хальлĕхе çÿп-çап пухмалли çичĕ вырăн уйăрнă, анчах та халăха контейнер площадкисене йĕркене кĕртсе çитерменни тата вăхăтра тиесе тухманни пăшăрхантарать.

Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пурăнакансем ытти çĕрти пекех çулсем япăхланса кайнипе те кăмăлсăр. Ку тата ытти ыйтусемпе епле ĕçлени пирки поселени пуçлăхĕ Радим Убаков тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ăнлантарчĕ. Кĕскен вăл Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи Указĕсемпе пурнăçланакан наци проекчĕсен çитĕнĕвĕсене уçса пачĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă май, кĕрхисен пысăк лаптăкĕсем тĕп пулнине пĕлтерчĕ: пĕтĕмпе 4238 га. Тăкакĕ 54 млн тенкĕ. Кĕрхисем йышăннă лаптăксен 81 процентĕнче çурхисене акма тивнĕ. Çавна май пĕтĕмĕшле ака лаптăкĕ ÿснĕ, кăçал хура çĕре 20265 га çинче шуратмалла.

Çуллахи каникул çывхарса килнĕ май ачасен канăвĕпе ĕçлевне йĕркелес ыйту та тимлĕхре. Вăрнар районĕпе ку тĕллевпе 3430,08 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл шутра 1950 пин тенки хула тулашĕнчи лагерьсене кайма путевкăсем туянма, ытти – шкул çумĕнчи лагерьсене йĕркелеме.

Кăçал вĕренÿ организацийĕсенче сывлăха çирĕплетекен 18 лагерь уçăлĕ. Вĕсенче 838 ача канĕ, вăл шутра 55-шĕ – пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнисем. Çавăн пекех районти ,çлев центрĕ урлă 490 вĕренекене ĕçпе тивĕçтерме палăртнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн темипе те калаçу çивĕч пычĕ. Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров статистикăн хурлăхлă цифрисене илсе кăтартрĕ. Май уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта пĕтĕмпе 30 пушар тухнă. Вĕсем пилĕк çыннăн пурнăçне татнă, пĕр çын сусăрланнă. Пушарсен шучĕ Санарпуç, Ершепуç, Шĕнер Ишек, Çĕрпел, Вăрманкас тата Аçăмçырми тăрăхĕсенче ÿснĕ. «Хĕрлĕ автан» апрель уйăхĕнче ытларах ташланă. Кăçал уйрăмах тип курăка тата çÿп-çапа çунтарнипе пысăк инкексем çырăннă – çулăм çуртсем, хуралтăсем çине куçнă тĕслĕхсем пулнă.

Алексей Васильевич вут-çулăмпа асăрхануллă пулма ыйтнипе пĕрлех штраф виçине те аса илтерчĕ, пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăхăтĕнче вĕсен виçи икĕ хут ÿснине палăртрĕ.

Шĕнер-ишексем ĕлĕкхи пек ялсенче чансем çукки, ирсĕр чунлисем вĕсене çĕмĕрсе тимĕр-тăмăра яни пирки пăшăрханса калаçрĕç. Алексей Петров ку мелĕн ĕмĕрĕ иртнине, ялсене сиренăсем вырнаçтарма тивĕççине, ку ыйтупа влаçсем патне тухнине пĕлтерчĕ.

Районта ытти чухнехи пекех пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика