Шывăн турачĕ çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019, 11:59 Просмотров: 351

Шыва кĕмелли тапхăр уçăлма ĕлкĕреймен-ха, анчах, шел те, инкексен шучĕ çырăнма тытăнчĕ ĕнтĕ.

Тĕрĕссипе, пĕвесемпе кÿлĕсем, юханшывсем çывăхĕнче хăрушсăрлăхăн чи ансат правилисене те пулин пăхăнманни синкер патне илсе çитерет. Иртнĕ эрнере, акă, Елчĕк районĕнче улттăри арçын ача путса вилнĕ. Инкеке пĕччен лекмен вăл, пĕр танăш юлташĕ пĕрле пулнă, унăн пурнăçне çăлса хăварма май килнĕ.

Чăн та, ача инкеке лекнĕ тенине илтме питĕ йывăр. Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр тесен, тимлĕхе çухатма юрамасть. Аслисем ачасене пĕрмаях асăрхавра тытни кăна мар, вĕсене хăрушлăхран сыхланма вĕрентни пĕлтерĕшлĕ. Шыв-шур вара – чăннипех пысăк хăрушлăх. Пĕчĕккисене вĕсен çывăхĕнче хăйсем тĕллĕн çÿреме ирĕк памалла мар. Ачасемпе çамрăксем çыранта е шывра выляни-аташнине асăрхасан пăрăнса ан иртĕр. Хăрушлăха ăнлантарса, пĕве-юханшыв хĕрринчен илсе кайма тăрăшăр. Аякран пăхса иртсе кайманнипе эсир камăн та пулин пурнăçне çăлса хăварма пултаратăр.

Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен министерство шыв-шур инкекĕсенчен асăрханма çакăн пек тĕп сĕнÿсем парать:

Чи малтанах ачана ишме вĕрентмелле. Ишме пĕлекен кăткăс лару-тăрура çухалса каймасть, хăраса ÿкмест. Çавăн пекех шывра çурăм çинче е «хулкка» пек канма та хăнăхтармалла.

Шанчăксăр вырăнта шыва кĕме юрамасть. Аслисен ачасене кĕртиччен кунта амантма пултаракан япаласем, юшкăн, тăрук тарăнлакан вырăнсем çуккине тĕрĕслемелле.

Аслисен тимлĕхе нихăçан та çухатмалла мар. Ачасем пĕр-пĕрне асăрхасса, ишмелли хатĕрсем (çавракасем, жилетсемпе матрассем) хÿтĕлессе ан шанăр.

Путакан çынна пулăшу пама та пĕлмелле. Кĕсье телефонне яланах пĕрле илĕр – васкавлă пулăшăва хăвăрт чĕнме май пулать.

Ку правилăсем, чăн та, ансат, пурне те пăхăнма йывăр та мар. Пĕлтерĕшĕ вара темрен пысăк – çын пурнăçĕн хакĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика