ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çăнăхлă сывлăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019 12:00 Просмотров: 132

Çанталăк ирпе каç тĕрлĕрен пулнăран ÿсен-тăран çăнăхлă сывлăмпа (вырăсла «мучнистая роса» теççĕ) витĕнме пултарать. Çак чире пула çулçăсем вăхăтсăрах типеççĕ, тухăç илесси чакать.

Ял хуçалăх таварне туса илекенсене акнă лаптăксенче фитосанитари тĕпчевĕ тума сĕнетпĕр. Çăнăхлă сывлăма асăрхасан пĕрчĕллĕ культурăсене гербицидсен хутăшĕпе им-çамламалла. Паллах, РФ территорийĕнче усă курма ирĕк панă пестицидсемпе агрохимикатсене туянмалла. Çавăн пекех хушма хуçалăх тытакансен те тимлĕ пулмалла. Хура хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан, чечексем çинче те çăнăхлă сывлăм пулать. Топаз, КЭ препаратсем чирпе кĕрешме пулăшаççĕ.

Ÿсен-тăрансене им-çамланă чухне харпăр хăй гигиенине, хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла.

Раççей ял хуçалăх центрĕнче ĕçлекенсем ял хуçалăх таварне туса илекенсене, кил хуçалăхне тытакансене сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр. 8(83537)2-54-54 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ