Тĕллев патне йышпа пĕрле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2017, 09:16 Просмотров: 521

Районта обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма еплерех хатĕрленине тĕрĕслессипе ятарлă икĕ ушкăн йĕркеленĕ. Пĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Горбунов, теприне районти ветстанци начальникĕ В.Матвеев ертсе пыраççĕ.

Çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов тата ветстанци начальникĕн заместителĕ Георгий Иваничев «Знамя» хуçалăхра пулчĕç, вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Ушкăна ял хуçалăх предприятийĕн ферма заведующийĕ Ольга Васильева кĕтсе илчĕ.

– Халĕ ĕнесем çуллахи лагерьте, çавăнпа та вĕсене ферма таврашĕнче кураймастăн. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех выльăхсене уйра çÿрететпĕр. Леонид Степановпа Михаил Павлов кĕтÿçĕсем ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Михаил вара çуллахи лагерьти ĕнесемпе пăрусене те сыхлать. Картишĕнче тăракан выльăхсене каçхине вăрласа каяс хăрушлăх пуртан хурал ĕçне йĕркеленĕ. Кун пек шанчăклăрах, – терĕ О.Васильева.

Вăл ферма ĕçченĕсем тăрăшуллă пулнине палăртрĕ. Галина Николаевапа Эльвира Семенова дояркăсем ĕçрен хăрамаççĕ. Маргарита Казакова пăру пăхакан та ĕçчен. Вăл хăшпĕр чухне дояркăсене улăштарать.

Çуллахи лагерьте те условисем йĕркеленĕ: сумалли агрегат та пур. Сĕте сунă хыççăн пĕр вăхăт сивĕтмĕшре тытаççĕ. Хатĕр продукцие автомашинăпа сĕт заводне илсе каяççĕ.

«Знамя» хуçалăхра ĕне-выльăхсем 168 пуç, сăваканнисем 70 пуç. Йыша чакарман, тăватă пуç ÿстернĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен 2916 килограмм сĕт суса илнĕ. Сăвăм пĕлтĕрхинчен кăшт лайăхланнă. Выльăхсен талăкри ÿтхушаслăхĕ 447 грампа танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа сĕт 204,1 тонна суса илнĕ. Аш-какай 16,1 тонна ăсатнă.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă 250 тонна, сенаж 1000 тонна хатĕрленĕ.

– Çу кунĕсенче вăйлă çил ферма тăрринчи шифера тăпăлтарчĕ, çавăнпа хĕле кĕриччен çĕнĕрен витмелле пулать. Витери урайсем йĕркеллех. Ферма çурчĕсене дезинфекциленĕ. Çитес вăхăтра стенасене шуратасшăн. Выльăх пур пулсан ĕç нихăçан та пĕтмест. Кăтарту вара йăлтах хамăртан килет, – пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ Ольга Васильева. Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăхра ĕçсене япăх мар йĕркеленĕ.

Ушкăн «Победа» хуçалăха те çитсе курнă. Алевтина Семенова ертÿçĕ вырăнти ĕçсем пирки каласа панă, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 457 пуç шутланать, çав шутран сăвакан ĕнесем 135. Выльăхсен йышне пĕлтĕрхинчен 20 пуç ÿстернĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра 497 тонна сĕт сунă. 100 ĕне пуçне 78 пăру илнĕ.

Фермăри выльăхсем хĕлле апатран татăк тăмĕç, мĕншĕн тесен утă 150 тонна, сенаж 200 тонна янтăланă. Строительство ĕçĕсем те сахал мар туса ирттернĕ: урайсене юсанă, алăксемпе кантăксене улăштарнă, витене кĕмелли вырăна йĕркене кĕртнĕ, çавăн пекех ферма çурчĕсене дезинфекциленĕ. Ферма ĕçченĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатнă. Çитес вăхăтра ĕне витинче сĕт пăрăхĕпе холодильник оборудованийĕ вырнаçтарасшăн.

«Победăра» ветеринарипе санитари правилисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах туса илесси ертÿçĕшĕн те, ĕçченсемшĕн те тĕп тĕллев пулса тăрать.

Юрий КОРНИЛОВ.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика