Музей каçĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2019, 09:53 Просмотров: 346

Пĕтĕм тĕнчери музей кунне Кивçурт Енĕшре пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç.

Шăматкун кунта «Музей каçĕ» акци иртрĕ. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов ячĕллĕ музей-çуртра йĕркелерĕç. Савăнăçлă уява кÿршĕллĕ ялсенче пурăнакансем те килсе çитрĕç.

Пухăннисене Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров саламларĕ. Ун парнине пула фонд хаклă экспонатпа пуянланчĕ, вăл музея килĕнче упраннă авалхи тимĕр çурлана парнелерĕ.

Енĕш ял библиотекин ертÿçи Валентина Петрова музейсен уявĕ пирки каласа кăтартрĕ, викторина йĕркелерĕ. Çĕнтерÿçĕсем хавхалантару парнисене тивĕçрĕç.

Хыççăн пурте музей çумĕнче вырнаçтарнă çавра сĕтел тавра пухăнчĕç. Пĕри те тепри кукăльсем пĕçерсе килнĕ. ,лĕкхи сăмаварта вĕретнĕ тутлă чее кашниех тутанса пăхма пултарчĕ. Унтан пур çулхисем те ташă картине тăчĕç. Кунашкал уява кашни çулах ирттерме калаçса татăлчĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика