Тăкакшăн – компенсаци

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2019, 09:54 Просмотров: 570

Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, цифра телевиденийĕ çине куçма туяннă оборудовани тăкакĕсене саплаштарма заявленисене йышăнасси малалла пырать.

Апрельте компенсацие 13 çынна тÿленĕ, вăл шутран виççĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем. Пĕтĕмпе 21,9 пин тенкĕлĕх.

2019 çулта ку тĕллевпе 9805,31 пин тенкĕ пăхнă.

Компенсацие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тупăш сахал илекен çемьесене, пĕччен пурăнакан граждансене оборудование 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2019 çулхи июлĕн 31-мĕшĕчченхи тапхăрта туяннă пулсан параççĕ.

Заявленисене халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пайра йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика