Карьера хупмалла мар тесе йышăнтăмăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2019, 09:55 Просмотров: 313

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра кăçалхи апрелĕн 20- тата 24-мĕшĕсенче пичетленнĕ «Пăртас çулĕ арканать...» тата «Ыйтусем татах пур» материалсем пирки Пăртас ял поселенийĕн администрацийĕ çакна пĕлтерет.

Пăртас ялĕнчен 700 метрта, кăнтăр-хĕвеланăç енче, вырнаçнă карьерти строительство хăйăрĕпе усă курма 2013 çулта панă лицензие тытса тăраканĕ «Элегант» тулли мар яваплă общество шутланать. Çак участок ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче вырнаçнă пулнă пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе (№ 356, 13.09.2017 ç.) ку лаптăка промышленноç çĕрĕсем çине куçарнă. Малалла, Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, çĕр участокне «Элегант» тулли мар яваплă обществăна торги ирттермесĕрех 2023 çулхи январĕн 31-мĕшĕччен арендăна панă.

Лаптăка промышленность çĕрĕсем çине куçарас тата арендăна парас ыйтусене халăхпа сÿтсе явса Пăртас ял поселенийĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе татса панă. Ку информацисене Пăртас ял поселенийĕн сайтне вырнаçтарнă тата бюллетенне кĕртнĕ.

2018 çулта налук тата налук мар хывăмсен бюджета кĕнĕ тупăшĕ (çав шутра арендăна панă çĕр участокĕсемшĕн те) пĕтĕмĕшле тупăшăн 10,8 проценчĕпе танлашнă.

Хальхи вăхăтра «Элегант» обществăн налукпа та, арендăшăн та парăм çук. Тĕплĕнрех Пăртас ял поселенийĕн официаллă сайчĕн «Законодательство», «Бюджет поселения» тата «Публикации» пайĕсенче тата ял поселенийĕн бюллетенĕнче паллашма пулать.

Район центрĕнчен Пăртаса тата Çарăклăна хывнă автомобиль çулĕ, чăн та, юсав ыйтать. Пĕлтĕр çак çулăн пĕр пайĕнче шăтăк-путăка сапласа юсанă. Ытларах пайĕнче çак ĕçе пурнăçламан.

Пăртас ял поселенийĕн администрацийĕ 2018 çулхи çулла Вăрнар – Пăртас – Волонтер – Вăрман Шăхаль автомобиль çулне юсаса пĕтерес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма çак çулăн хуçи патне çырупа тухрĕ. Йывăр тиевлĕ транспорта пула шăтăк-путăк тата пысăкланнипе çул хăвăрт арканма пултарасси пирки пĕлтертĕмĕр, çавна май виçе тĕрĕслевĕ вырнаçтарма ыйтрăмăр.

2019 çулхи май уйăхĕнче Вăрнар район администрацийĕ Вăрнар – Пăртас – Волонтер – Вăрман Шăхаль автомобиль çулне юсама палăртнă. Ку тĕллевпе укçа-тенке район бюджетĕнче пăхнă.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра çĕкленĕ ыйтусене Пăртас ял поселенийĕн депутачĕсемпе, район администрацийĕн работникĕсемпе, ял çыннисемпе, культура, вĕрентÿ ĕçченĕсемпе пĕрле сÿтсе яврăмăр. Çакна палăртнă: карьертан хăйăр илсе тухнă чухне ял урамĕсене çĕмĕрнĕ тĕслĕхсене асăрхаман, вуçех урăхла, Пăртасри Г.Пылин урамĕн пĕр пайне хăйăр сарса юсанă.

Ытларах сасăпа карьера хупмалла мар тесе йышăнтăмăр, автомобиль çулне юсама мерăсем йышăнма сĕнтĕмĕр.

Н.ПЕТРОВ,

Пăртас ял поселенийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика