Вăрнар районĕ ĕçĕпе те, çыннисемпе те мухтавлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2017, 09:16 Просмотров: 538

Иртнĕ шăматкун Вăрнар районĕн 90 çулхи юбилей уявĕнче пулнă кашни çын çакна аван туйса илчĕ-тĕр – ара, ун историне, аталанăвне мĕн чухлĕ мăнаçлă пулăм хывăннă!

«Вăрнар районĕн тĕп мăнаçлăхĕ тата пуянлăхĕ унăн ĕçчен те ăнăçу патне туртăнакан çыннисем. Вĕсен хастарлăхĕ, пуçарăвĕ тата район шăпи ют пулманни Вăрнар çĕрне малалла аталантармалли тĕп никĕс пулса тăрать», – тенĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Уява ун тата Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕн Валерий Филимоновăн салам телеграммисене республика парламентарийĕ Сергей Павлов илсе çитерчĕ. Вăл çуралнă тата юратнă Вăрнар районĕпе яланах мухтаннине пĕлтерчĕ. Район нумай кăтартупа малта пынинче ун ĕçлекен çыннисен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ.

Уява уçнă май, район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Вăрнар районĕ тĕрлĕ шăпаллă, тĕрлĕ нациллĕ çынсене пĕрлештернине, вĕсем тĕрлĕ çулсенче район чечекленĕвне курăмлă тÿпе хывнине палăртрĕç. «Пĕтĕм çитĕнÿ тата ят – пирĕн пĕрлехи ĕç. Пулас ăрусем те аталануллă районта пурăнччăр тесен малашне те кăтартуллă ĕçлер!» – терĕç вĕсем.  

Аваллăхсăр малашлăх çук тени те уявăн тĕп саманчĕ пулчĕ. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче районти тĕрлĕ тытăм аталанăвĕн куравĕ ĕçлерĕ. Залра вара вĕсен ĕçне пысăк тÿпе хывнă çынсен ĕçĕсем, ячĕсем янăрарĕç. Нумайăшĕ Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Иванов, икĕ хутчен Социализмла ,ç Геройĕ, Кольцовкăри Сталин ячĕллĕ колхоз председателĕ Сергей Коротков, опера юрăçи Максим Михайлов çинчен архиври видеосюжетсене пуçласа курчĕ. Тăвăллăн алă çупнинче залра ларакансем ентешсемшĕн мăнаçланни аван палăрчĕ.

Пирĕн хушăра паян та Вăрнар районĕшĕн хыпса çунакан çынсем чылаййăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Воля Афанасьевич Иванов. 1980 – 1986 çулсенче райĕçтăвком председателĕнче, хальхилле район пуçлăхĕнче тăрăшнă. Ытти пысăк должноçсенче чунне парса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть. Историне Михаил Васильевпа пĕрле тĕпчесе Вăрнар район энциклопедийĕн икĕ томне кăларчĕç тата ытти, тата ытти те.

Воля Афанасьевич çинчен сăмах пуçарни ахаль мар. Уявра ăна «Вăрнар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысларĕç, хулпуççи урлă хĕрлĕ хăю çакса ячĕç.

Наградăсем тата чылай пулчĕç. Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Людмила Васильева тивĕçрĕ.

Калининăри психоневрологи интерначĕн директорне Сергей Кузьмина, Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорне Елена Шарипована Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.

Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн Тавне илнисем: район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Энергостроймонтаж» ТМЯО директорĕ Рифкат Киметов тата «Рассвет» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Юрий Агилов.

Район тĕп больницин реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ Марина Попова, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Инна Егорова, централизациленĕ клуб тытăмĕн водителĕ Андрей Эндерев, «Вурнарская» МСО платникĕ Сергей Никишов, «Сельхозэнерго» ТМЯО директорĕ Леонид Елизаров, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сыснасем пăхакан операторĕ Лариса Михайлова, уйрăм предприниматель Антон Сергеев, полиатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Владимир Тикинев, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн участок пуçлăхĕ Валентин Семенов, «Персей» ТМЯО генеральнăй директорĕ Игорь Сидоров, пичет ветеранĕ Михаил Васильев район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Уяв хăнасенчен те пуян пулчĕ. Юбилейпе вăрнарсене тĕнчипе паллă художник Праски Витти, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Çĕрпелти картина галерейине ÿкернĕ Николай Карачарсков, Россельхозбанкăн Чăваш енри филиалĕн директорĕн заместителĕ Ирина Кошкина, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Андрей Суварин, ыттисем саламларĕç.

Районти пултарулăх коллективĕсем, ачасен ушкăнĕсем уява хаваслăх кĕртрĕç. Хамăр районтан тухнă артистсем – Клара Осокина, Галина Скворцова, Валентина Смирнова, Анатолий Никитин саламларĕç.

Яланах хĕвел пултăр! Çак сăмахсемпе вĕçлерĕ уява ачасен пĕрлештернĕ хорĕ. Кашнин аллинче район гербне сăнлакан ялав.

Кăнтăрла хыççăнхи, каçхи программа та тулăх пулчĕ. Район çыннисене вĕсем вăхăтĕнче Анатолий Никитинăн «Янташ» ушкăнĕ, Стас Владимиров, Татьяна Зайцева, «Асамат» ушкăн, «Бриз» ташă ушкăнĕ саламларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика