Тÿлевпе тивĕçтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2019, 09:58 Просмотров: 458

Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай ку уйăхра ачаллă çемьесене тÿлевсемпе туллин тивĕçтернĕ.

Ача пăхнăшăн паракан уйăхсеренхи пособие 161 çын илсе тăрать. Май уйăхĕнче вĕсене 931,5 пин тенкĕ тÿленĕ. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособие пĕр çын илнĕ, ун виçи 17479,73 тенкĕ.

Вăрнарти пай ертÿçи Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта пурнăçа кĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн тÿлевсемпе тивĕçтересси те кирлĕ пек пурнăçланать. Иртнĕ уйăхра пĕрремĕш ачашăн 75 çемье 681,61 пин тенкĕ илнĕ.

Çавăн пекех уйăхсеренхи ача пособине 1000 çынна 1170,25 пин тенкĕ, 29 тăлăх ачана 224,80 пин тенкĕ, 33 усрав çемьене 311,19 пин тенкĕ, ниçта ĕçлемен çире пур тата çуратнă тăхăр хĕрарăма 1100 тенкĕ тÿленĕ.

Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан уйăхсеренхи тÿлевпе 136 çынна хавхалантарнă. Пĕтĕмĕшле сумма 1313,12 пин тенкĕ.

– Çĕршывра ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ мерăсем пурнăçланаççĕ. Çакна Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хăйĕн Çырăвĕнче çулленех пысăк вырăн уйăрать, – терĕ Ирина Смолина.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика