Саккăрмĕш хут – çĕнтерÿçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2019, 09:58 Просмотров: 335

Аçăмçырми шкулĕн çамрăк инспекторĕсен команди саккăрмĕш çул «Хăрушсăр кустăрма» конкурсăн çĕнтерĕвне алăран ямасть.

Республика слечĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Белые камни» лагерьте иртнĕ. Ачасем ултă станцире тупăшнă: çул-йĕр правилисене, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне пĕлессипе, врачсем киличченхи пирвайхи медицина пулăшăвне парассипе, велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе, «Автохулара» çÿрессипе тата творчество конкурсĕнче.

Владимир Георгиевич Петров ертсе пыракан командăна тăваттăмĕш класра вĕренекенсем пĕрлешнĕ – Дарья Яковлева, Агнесса Алексеева, Александр Александров, Тимофей Иванов. Вĕсем тăватă станцире çĕнтерÿçĕсем, пĕринче призерсем пулса тăнă.

Уйрăм зачетра Дарья Яковлевана «Автохулара», Агнесса Алексеевана тата Александр Александрова велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе никам та çĕнеймен.

Аçăмçырмисем хальхинче те Чăваш ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме тивĕç çĕнсе илнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика