Чăваш ен Пуçлăхĕнчен – уйрăм стипенди

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2017, 09:17 Просмотров: 535

Çак хисепе районăн пултаруллă çамрăкĕ, спортсменка, Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Валентина Тикинева тивĕçнĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипенди 400 тенкĕпе танлашать, ăна Валентина сентябрьтен тытăнса çулталăк тăршшĕпе илсе тăрĕ.

Валентина – Мăньял Хапăсран. Мухтавлă спорт çемйинче çитĕнет. Ашшĕпе амăшĕ – Юрий Александровичпа Надежда Владимировна – пекех маттур. Спортра мĕн пĕчĕкрен çитĕнÿсем тăвать. Йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа туслă, ку енĕпе республикăн нумай хутченхи çĕнтерÿçи. Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене хутшăннă.

Валентина çавăн пекех ÿкерессипе, фотоĕçĕпе, тĕпчев ĕçĕсемпе те кăсăкланать.

Чăваш ен Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине республикипе 25-ĕн тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика