Качака чухăнсен ĕни мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.05.2019, 13:25 Просмотров: 451

Ял çынни ытлăн-çитлĕн пурăнас тесе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытать. Ĕçчен пулнăран кил хуçалăхĕ çирĕп, сĕтелĕ хĕлĕн-çăвĕн апат-çимĕçрен тулăх.

Çуркунне ял уйрăмах илĕртÿллĕ. Йывăç-курăк çеçкере. Урамсем тĕрлĕ сас-чĕвпе тулаççĕ. Вăл е ку яла пырса кĕретĕн-и – пур çĕрте те выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнет. Мачамăшсен кĕтÿ-касу çÿретмелли вырăнсем сахалрах пулсан та ял çыннисем çу кунĕсене ахаль ирттермеççĕ: çырмара, урамра ем-ешĕл курăк пуррипе усă кураççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тăрăшаççĕ.

Риммăпа Иван Васильевсем – ырă ятра. Вĕсем çемье çавăрнăранпа кăçал çур ĕмĕр çитет. Çак тапхăрта выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытманни пĕр кун та пулман. Хальхи вăхăтра Васильевсем качакасем йышлă усраççĕ.

– Ĕлĕкех «качака – чухăнсен ĕни», «ĕне курмана – качака» тетчĕç. Çак каларăшсемпе килĕшместĕп. Паянхи пурнăç чăнлăхĕ урăхларах. Качакана сиплĕ сĕчĕшĕн тытаççĕ. Эпир сĕтрен тăпăрчă, турăх, çу, сыр хатĕрлетпĕр. Паха апат-çимĕçпе кĕçĕн мăнуксене – Ильяна, Никитăна, Мишăна, Архипа – хăналатпăр, – хавхаланса калаçрĕ кил хуçи.

Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ те, качакан та çавнашкалах. Римма Ивановнăпа Иван Никитич ир-ирех ура çинче. Шĕп-шĕвĕркке хÿреллĕ, каçăр пуçлă чĕрчунсене симĕс курăк çине илсе тухаççĕ. Апатлантарнине кура качакасем сĕт лайăх антараççĕ. Чи маттурри – Катя ятли. Çамрăк чĕрчунах мар, анчах та сĕт сăвăмĕ пысăк.

Хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕпе мăнаçланаççĕ.

– Аттепе анне пурри – пысăк телей. Вĕсем пире паха тĕслĕх кăтартаççĕ, çичĕ теçеткене хыçала хăварнă пулин те хушма хуçалăха тĕреклетессишĕн хытă тăрăшаççĕ. Пире ăса вĕрентнĕшĕн, ĕçе хăнăхтарнăшăн, пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшнăшăн аттепе аннене пысăк тав сăмахĕ калатăп, – терĕ хĕрĕ Татьяна Иванова.

Мачамăшра çавăн пекех Раисăпа Рудольф Михайловсем, Елизавета Павлова, Александра Андреева, Тамара Кузьмина тата Елена Кузьмина качакасем тытаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика