Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Ырă улшăнусене кашниех туйтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.05.2019 13:25 Просмотров: 370

Вырăнти влаç, паллă, халăхпа чи çывăххи. Кирек мĕнле ыйтупа та унта çын чи малтан килет. Кашнине ăнланмалла, пулăшма тăрăшмалла, пĕрле тимлеме çул-йĕрсем тупмалла. Нумаях пулмасть, акă, сакăр яла пĕрлештерекен Калинино поселенийĕн пуçлăхĕпе Людмила Николаевна Ивановапа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

– Тĕп вырăнта – çынсен пурнăçне лайăхлатассипе палăртнă тĕллевсене пурнăçласси. Вĕсене куллен канăçсăрлантаракан ыйтусене вăхăтра тата пахалăхлă татса парасси пуринчен пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Пирĕн тачă пĕрлĕхре пулмалла: ертÿлĕхĕн те, кунта пурăнакансен те. Çапла тăван тăрăхăн аталанăвĕшĕн-чечекленĕвĕшĕн ытларах ĕç тума пултаратпăр, – терĕ вăл хăйĕн ĕçĕн тĕп пĕлтерĕшĕ пирки ыйтсан.

Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр йывăр. Пултаруллă ертÿçĕ 14 çул ĕнтĕ çăмăл мар лава туртать. Халăх ăна шаннине çирĕплетекен кăтарту мар-и ку; Вырăнти халăх шухăшĕ-ĕмĕчĕсене, пăшăрханăвĕсене питĕ лайăх пĕлет вăл – çакă кашни сăмахĕнчен сисĕнет. Çитĕнĕвĕсене кура районта та хисепре. Çавăн пекех – республика шайĕнче те. Ахальтен мар Людмила Николаевнăна Чăваш енри муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн правленийĕн членне те суйланă.

Тĕрĕссипе, ÿсĕмлĕ тимленинче пĕтĕм коллективăн тÿпи курăмлă. Пуян опытлисем тата çамрăк сотрудниксем те пĕрлешнĕ унта. Алина Николаевна Константинова заместитель (кăçал ăна тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн Чăваш ен Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă), Татьяна Ивановна Павлова, Елена Геннадьевна Петрова, Ирина Анатольевна Ильина специалистсем, Надежда Ильинична Григорьева çар учечĕ енĕпе ĕçлекен хăйсен тивĕçĕсене яваплă пурнăçлаççĕ. Ыйтупа килнĕ кашни çынна пулăшма хатĕр.

Ыйтусем тенĕрен, вĕсем халăхăн яланах чылай. Поселени администрацийĕн çуртĕнчен кунсерен çын татăлмасть. Ытларахăшĕн тĕрлĕ документ хатĕрлемелле. Пĕлтĕр, сăмахран, 1679 справка çырса панă, 121 нотариаллă ĕнентерĕве çирĕплетнĕ тата ытти. Çавăн пекех нумайăшне гражданла, çемье, çурт-йĕр прависем енĕпе юридици консультацийĕ кирлĕ .

Çĕр пайĕсене уйăрса кадастр учетне тăратас ыйтупа юлашки çулсенче ăнлантару ĕçне анлă ирттернĕ. Тăрăшни харама кайман: пушă выртакан çĕрсене йĕркелессине вĕçленĕпе пĕрех. Харпăрлăхçăсем те хăйсен прависене регистрациленĕ, хуçасăр лаптăксене вара поселени муниципаллă харпăрлăха суд урлă куçарнă. Çĕрсене усăсăр вырттармаççĕ. Хăй территорине кĕрекеннисене «Броневик» хуçалăх акса-лартса тухăç илет. Ытти лаптăксене районти чи шанчăклă аграри предприятийĕсенчен пĕри – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществи çĕнĕрен сухаласа-акса çаврăнăша тухăçлă кĕртет.

Çĕр пайĕсене арендăна пани поселени бюджетне сахал мар пуянлатать. Ку укçа-тенкĕ – харпăр хăй тупăшăн тĕп çăлкуçĕ. Çавăнпах ертÿçĕсем, малашлăха пăхса, лаптăксене сутса ярас çулпа кайман. Вăл пĕрреллĕ тупăш пулĕччĕ, аренда вара «енчĕке» çулсеренех тултарать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта, акă, поселени хăй пухнă тупăш бюджета палăртнинчен 2 хут енне ытларах пырса кĕнĕ. Çĕрпе усă куракансем тÿлевсене яваплă хываççĕ, ку тĕлĕшпе парăмсем çук.

– Çĕр пайĕсемпе ĕçлессипе уйрăм çынсем те хастаррине палăртмалла. Ял хуçалăхĕнче ÿсĕмлĕ тимлекенсем пур-ха. Кÿлхĕррисене тĕслĕхе хурас килет. Альбина Федорова, акă, арендăна илнĕ çĕрсем çинче «электрокĕтÿçсем» картарчĕ. Унта халăх кĕтÿ çÿретет. Владимир Гордеев та ку ĕçе йĕркелесе ячĕ. Женя Романов выльăх ĕрчетессипе ырми-канми тăрăшать. Çакă ытлă-çитлĕ тупăш панине ăнланса, ÿркенмен çамрăк 20 енне пуç мăйракаллă шултра выльăх тытать. Çав вăхăтрах хăшпĕр ялсенче кĕтÿ йышĕсем самаях чакрĕç. Танлаштарма: Кивьял Нурăс, Çĕньял Нурăс тата Мачамăш ялĕсенче виççĕшĕнче те 72-шер кил-хуçалăх. Пĕрремĕшĕнче 60 ытла ĕне тытаççĕ пулсан, иккĕмĕшĕнче – 30 енне, Мачамăшра вара – 10, – лару-тăрăва танлаштарчĕ Людмила Николаевна.

Хăтлăх-тирпейлĕх пирки калаçу пуçарсан, поселени пуçлăхĕ ку ыйту уйрăм тимлĕхрине каларĕ. Чи «чирлисен» шутĕнче пулнине те пытармарĕ. Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри темшĕн тасалăха тытса тăрасси администраци тивĕçĕ çеç тесе шутлать. Чăнах та, çул хĕррисенчи, урамсенчи çÿп-çапа пухасси, çумкурăкпа кĕрешесси поселени сотрудникĕсемпе культура ĕçченĕсем çине тиенет-ха. Вĕсем эрнесеренех субботниксенче хăшкăлаççĕ. Тасалăх кунĕсене ял çыннисем те ытларах явăçсан тем пекехчĕ. Пĕрле кар тăрсан, темле пысăк ĕç те ăнăçать. Тата тирпейлĕхĕ те, илемĕ те хамăршăнах-çке.

Çÿп-çаппа хытă каяшсене пухса илсе тухмалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе çырмасемпе пĕвесем, вăрмансем хĕррисенче, ытти вырăнсенче çĕнĕ свалкăсем уçăлманнине те каламалла. Калинино салинчех, Советски урамĕнче е халăхра Демьян пĕви текен вырăнта, унчченхи çулсенчи пек çÿп-çап сарăлса выртмасть-мĕн. Çĕнĕ йĕрке усăлăхне, экологишĕн кирлине ăнланса пынă май, тÿлевсене хываслăх та майĕпен ÿсет. Юлашки тишкерÿ тăрăх, Мачамăшра, ак, кăтарту 59 процентпа танлашнă, Кивьял Нурăсра – 50 процент енне. Сăмах май, контейнер площадкисене поселенире 14 вырнаçтарнă. Ку хисеп çителĕксĕрри курăнать, тата 20 кирлĕ. Вĕсемпе тивĕçтерес ыйту çывăх вăхăтра татăлмалла.

Çынсем юлашки вăхăтра хăйсем пурăнакан вырăнти экологи лару-тăрăвĕпе кăсăкланни, тирпей-хăтлăх кĕртме пулăшу ытларах сĕнни сисĕнет, тет Людмила Николаевна. Ялсенче пуçаруллă, халăха пĕр шухăшпа пĕтĕçтерме пултаракан çынсем пуррипе çыхăнтарать вăл ырă туртăма.

– Кÿлхĕррисем, ак, масар çинчи йĕркене хăйсен вăйĕпех тытса тăраççĕ. Икĕ çул каялла карти-хапхине, çуртне çĕнетрĕç. Субботниксене 40–50 çын тухать. Кăçал кунта Роспотребнадзор сотрудникĕсем тĕрĕслев ирттерчĕç те тасалăх енĕпе пĕр çитменлĕх те пулмарĕ. Шăхальсем те масар территорийĕнче хастар ĕçлерĕç, 50–60 çын енне пухăнчĕç. Кивĕ картасене сÿтсе пухса хучĕç, çумкурăксене çулса, йывăçсене касса тирпейлерĕç. Пуçаруллă бюджет программине кĕнĕ проектпа кăçал масар пÿртне çĕнĕрен çĕклеме, карта тытма палăртнă. Аукционне ирттернĕ, подрядчикĕ паллă, – пĕлтерчĕ Людмила Иванова.

Обществăлла ĕçсене çамрăксене ытларах явăçтарас-хутшăнтарас килнине пытармасть вăл. Ырă тĕслĕхĕ куç умĕнчех. Андрей Николаев пуçарнипе Шăхаль çамрăкĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене сума суса лартнă палăка çĕн сăн кĕртессипе, ун таврашне хăтлăлатассипе хастар ĕçленĕ. Кунта çуралса ÿснĕ Юрий Филиппов йĕркеленипе унчченхи çул Пограничниксен юпине савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ялсенче пуçаруçăсем пурри, чăнах та, хăй тытăмлăх органĕсемшĕн – пысăк пулăшу. Мачамăшра Леонид Егоров, Кÿлхĕрринче Владимир Ржанов маттур.

«Çĕньял Нурăс старости Татьяна Павловна Ефимова пирки уйрăммăн мухтаса калас килет. Шкул ĕçне йĕркелесе пырасси те мĕн чухлĕ вăй-хăват ыйтать ĕнтĕ. Апла пулин те вăл тăван ял çыннисен ыйтăвĕсене татса пама, культура пурнăçне пуянлатма, ытти енĕпе ĕçлеме вăхăт та, вăй та шеллемест. Унран вĕренмелли пирĕн пурин те нумай», – терĕ Людмила Иванова.

Калинино ял тăрăхĕ, сăмах май, тĕрлĕрен социаллă учрежденисемпе, организаци-предприятисемпе пуян. Ертÿçисем вĕсен ăнлануллă, кирек мĕнле мероприятисенче пулăшу кÿме хирĕçлемеççĕ. Спонсорла пулăшу пани те сайра мар. Пĕрлехи тăрăшуллă ĕç – пĕтĕмпех тăван тăрăх аталанăвĕшĕн-çке.

Поселени ертÿлĕхĕ палăртнă тĕллевсен-ĕçсен списокĕ вара кăçаллăха та вăрăм. Пурте вĕсем ял çыннин пурнăçне лайăхлатассипе, пуянлатассипе çыхăннă. Кăçал пĕвесем тасатассипе, урамсенче хытă çул сарассипе проектсем хатĕрлесе пуçаруллă бюджет программин конкурсĕ витĕр ăнăçлă кăларасшăн. Çитес çул, акă, Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Çĕнтерÿçĕ ăрăва хисеплесе ăна сумлă ирттерме тивĕçлĕ. Уява хатĕрленсе, Калининăри тата Çĕньял Нурăсри палăксене тĕплĕ юсав кĕтет.

– Кил-хуçалăх тытас, çурт-йĕр лартас кăмăллисене тивĕçтерес тĕллевпе салара Гагарин урамĕнче 37 çĕр участокĕ уйăрнă. Саккăрăшне вĕсенчен нумай ачаллă çемьесен харпăрлăхне панă, тепĕр икĕ çемье паянхи куна документсем хатĕрлет. Хуçалăхĕсене хăвăртрах çавăрма пултарччăр тесе, çĕнĕ урама çутçанталăк газĕ туртма, çутă кĕртме техусловисем илессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Кăçал пирĕн нумай ачаллă Борисовсен çемйи валли хăтлă пÿрт хăпартмалла. Хисепе тивĕçлĕ çемье: ĕçре тăрăшуллă, ывăл-хĕрĕсене хăйсем пекех маттур ÿстереççĕ. Василийпе Светланăн тăван ачисем пиллĕкĕн, кунсăр пуçне вĕсем тепĕр ачана опекăна илсе кил ăшшине парнеленĕ. Çапла, ĕçлемелли-тăрăшмалли сахал мар, – кăçалхи плансене уçса пачĕ поселени пуçлăхĕ.

Иккĕленме сăлтав çук: вĕсем пурнăçа кĕреççех. Ертÿлĕх çынсен шанăçне тÿрре кăларса пыма тăрăшать. Халăхăн ытларах пайĕ те тăван тăрăх аталанăвĕшĕн пĕрле тимлес кăмăллă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ